Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса вырăнта пурăнма та кăмăллă

29 июля 2013 г.

Кăçал тăван тавралăха сыхламалли çулталăк. Мĕнле хăвна хисеплетĕн – çапла юратмалла çутçанталăка. Анчах та хăш-пĕр çыннăн çак туйăмсем çук пек туйăнать.

«Анне, анне çав пичче мĕншĕн чĕлĕм тĕпне ăçта килнĕ унта пăрахать», – тилмĕрет ывăлĕ. «Ачам, вăл пичче мар, сысна, пиччесем ун пек пăрахмаççĕ», – тет амăшĕ.

Сыснасем те пĕр пулмаççĕ, ун пек çынсене сыснапа та танлаштарас килмест. Вĕсем – ăссăр, тăнсăр, хăйсем çут çанталăка, тавралăха вараланине, сиен тунине ăнланман чĕрчунсем. Нимĕншĕн те тарăхмастăп, анчах шоссе, утма çулсем хĕррине çÿп-çап, ăпăр-тапăр чиксе тултарнă хутаçсем, михĕсем пăрахса хăваракансене ятлас килет. Камăн пуçтармалла-ха вĕсене; Кашни ял тăрăхĕн хăйĕн чикĕ асфальт çул тăрăх, вăхăт çук пулин те кашни кĕçнерни кун пасар хыççăн тухса тасатаççĕ кунта ĕçлекенсем. Пурпĕрех усси çук. Кам çапла хăтланать-ши; Ахăртнех, машинăсем çинчен персе хăвараççĕ. Çуран çÿрекенсем çавăн пек хăтланас çук пуль; Килте тасатса çул çинче пăрахса хăварни – эс тирпейлине пĕлтермест.

Юрать, юлашки çулсенче ялсенче тирпей-илем кĕртесси çине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Уйрăмах пахчасене илемлĕ чечексем акса ÿстересси йăлана кĕчĕ. Урамсенче утса пыма та кăмăллă, кашнин пахчине тинкерес килет. Вĕлтĕрен, хыт-хура тавраш сахал халь кил-тĕрĕшĕнче.

Çырма-çатрасене çавăн пек тасатасчĕ. Етруккасси Мăрат ялĕнчи Полевая урамĕнче пурăнакансем çÿп-çапа пĕрле пуçтарасси тахçанах вăя кĕнĕ. Ку ĕçе ытларах шкул ачисене явăçтармалла, ача-пăча çавăнтан ĕçе хăнăхать. Тирпейлĕ, таса çĕртре хамăра та пурăнма кăмăллă.

«Кил-çуртри тирпейлĕх урамранах паллă», – тесе ахаль каламан ваттисем. «Маншăн пур пĕрех, икĕ айăкки те тăвайкки», – текенсене асăрхаттарсах тăрасчĕ, тирпейлĕхе вĕрентесчĕ.

А.ПЕСКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика