Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манса хăварас марччĕ

29 июля 2013 г.

Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисенче пуç хунă ентешсем кашни ялтах пур. Çавсен ячĕсемпе хушамачĕсене çĕнĕрен кăларакан Вăрнар район энциклопедийĕн иккĕмĕш кĕнекине кĕртсе хăварасчĕ. Ку ĕçе вилнисен тăванĕсене, ял поселенийĕсен тата культура ĕçченĕсене явăçтармалла, ялти ватăсем те пулăшма пултараççĕ. Списока хатĕрленĕ вăхăтра хушма ячĕсене тата мĕнле йăхран пулнине палăртсан аван пулнă пулĕччĕ.

Пирĕн Туçи Çармăс ялĕнче те кунашкаллисен шучĕ пысăк. Манăн мăн асаттен Савалин вăталăх ывăлĕн Михалкан виçĕ ывăлран пĕри те вăрçăран таврăнман. Çеменпе Хрисан пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçĕсене хунă. Павăл Граждан вăрçинчен таврăнайман. Пĕри те çемье çавăрма ĕлкĕреймен.

Аннен аслă пиччĕшĕ те – Микулай кукки – 1905 çулхи Яппун вăрçинчен тăван ялне Пăваялне – Курак Тимахвийĕн килне – таврăнайман. Кÿршĕре пурăнакан Ĕлĕксантрпа тепĕр урамри Çтапан мучисем иккĕшĕ те пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен хăрах урасăр таврăннă. Çавăн пек çынсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех çырса хăварасчĕ çĕнĕрен тухакан кĕнекене.

Василий ПЕТРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика