Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул урлă та тĕрĕс каçмалла

29 июля 2013 г.

Унчченхи канмалли кунсенче республикăри мĕнпур çул çинче «Çуран çÿрекен. Çул урлă каçмалли вырăн» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. ГИБДД сотрудникĕсем çак вăхăтра машинăсем тата çынсем уйрăмах йышлă пулакан вырăнсене асăрхава илнĕ, çуран çÿрекенсемпе водительсем çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕсленĕ. Рейд иртнĕ кунсенче автоинспекторсем çул çинчи йĕркене пăснă 3488 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çав шутран 189-шĕ водительсем çынсене ирттерсе яманнипе, 416-шĕ çуран çÿрекенсем хăйсем правилăсене уяманнипе çыхăннă. Шел те, ку тапхăр аварисемсĕр те иртмен: Шупашкарта çуран пынă виçĕ çынна тата велосипедиста таптанă.

Районти çулсем çинче те ГИБДД сотрудникĕсем рейд йĕркипе пур енлĕ тĕрĕслев ирттернĕ. «Вурнарский» пайăн ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ Е.Евдокимова пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тапхăрта çуран çÿрекенсем тĕлĕшпе административлă виçĕ протокол çырнă. Виççĕшĕ те çул-йĕр правилисене уяман – çул урлă ятарлă вырăнтан аякра каçнă.

Статистика кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ. Чăваш енре кăçалхи ултă уйăхра кăна машина айне пулса çуран 34 çын пурнăçĕ татăлнă, 280-ăн суранланнă. Çавăнпа та правилăсене пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Транспорт иртекен çулпа тротуарпа пынă пек çÿреме юрамасть. Çул урлă каçмалли вырăнта ура ярса пусни пур водитель те сире ирттерсе ярассине пĕлтермест. Инкеке лекес мар тесен машина чăнах та чарăнасса кĕтсе илĕр. Каçхине тумтир çинче автомобиль фарин çутипе çутатакан паллă пулсан аван.

Çула тухсан правилăсене çирĕп пăхăнăр – çакă хăрушă самантсенчен сыхласа хăварĕ.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика