Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăрăва тимлĕхе илнĕ

29 июля 2013 г.

Июльте республикăра скутер водителĕсем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ ÿссе кайрĕ. Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне 22 инкекре пĕтĕмпе 27 çын аманнă. Хамăр районта та скутерпа çул çине тухнă çамрăк инкеке лекнĕ тĕслĕх пулнă.

Мĕн пирки лару-тăру çавнашкал кăткăсланать; Чи малтанах – скутер водителĕсем хăрушсăрлăхăн ансат правилисене те пăхăнманнипе. Тĕпрен илсен, çул-йĕр правилисен тата Тĕп положенисен 24,2-мĕш пайĕсенче ыйтнине пăсаççĕ. 50 кубла метр ĕç виçиллĕ двигательлĕ тата сехетре 50 километртан пысăкрах хăвăртлăхпа çÿрекен регистрацилемен скутерсене тупса палăртни те пулнă.

Çавăнпа та, инкексене тата вĕсенче çынсем шар курассине асăрхаттарма, скутерсемпе, мопедсемпе, квадроциклсемпе çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслессине уйрăм тимлĕхе илетпĕр, ятарлă профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр.

Аса илтеретпĕр: çула çитменнисем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсенче ашшĕ-амăшĕн административлă явап тытма тивет.

С.ЗАЙЦЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика