Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçтерÿсен хакĕсем ÿснĕ

29 июля 2013 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсен хакĕсем ÿсрĕç. Чăваш енри лару-тăру, тарифсене шайлаштарас тĕлĕшпе сиксе тухнă ыйтусем пирки Чăваш Республикинчи конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин пуçлăхĕ Альбина ЕГОРОВА каласа кăтартать.

– Тарифсем ÿсни тĕлĕшпе республикăра пĕтĕмĕшле лару-тăру еплерех-ши;

– Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе пĕрремĕш çур çулта тарифсене хăпартмарĕç, вĕсем июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнчĕç. 2012 çулхи декабрьти хаксемпе танлаштарсан ăшă энергийĕ республикăра вăтамран 9,8 :, сивĕ шыв 5,2:, электроэнерги – 14,6–15 :, çутçанталăк газĕ 14,5: ÿснĕ. Вĕсем тарифсен ÿсĕмĕн индексĕнчен пĕчĕкрех.

– Уйрăм тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăр-и;

– Çынсем енчен те тариф 15 процент пысăкланнă пулсан хваттер укçи çавăн чухлех ÿснĕ тесе шутлаççĕ. Ку тĕрĕс мар. Тĕслĕх вырăнне 33 тăваткал метрта пурăнакан пĕр çын тÿлевне илсе кăтартатăп. Коммуналлă тивĕçтерÿсемпе усă курнин палăртнă нормативĕсем тăрăх, июлĕн 1-мĕшĕнчен унăн 1443 тенкĕ тÿлеме тивет, декабрьте вăл 1372 тенкĕ тÿленĕ. Тепĕр майлă каласан, пĕтĕмĕшле ÿсĕм 5,2 процентпа танлашать.

– Ÿсĕмччен тарифсене шайлаштарас тĕлĕшпе мĕнле ыйтусем сиксе тухрĕç;

– Çулталăк пуçламăшĕнче пĕтĕмĕшле çурт нушисемшĕн тÿлекен тарифсем пирки ÿпкелешÿллĕ çырусем нумай килчĕç. Раççей Правительствин апрельти хушăвĕпе республикăра сивĕ тата вĕри шывпа усă курас нормативсене чакарчĕç, шыв тухса кайнишĕн пĕтĕмĕшле çуртран илекен норматива пăрахăçларĕç.

– Энергие перекетлекен организацисем сĕнекен тарифсене мĕнлерех улшăнусем кĕртме май килчĕ;

– Энергие перекетлекен хăш-пĕр организацисен «аппетичĕ» чăнах та ытла та пысăк – тĕпрен илсен шалу тĕлĕшпе. Çавăнпа та эпир экспертиза йĕркипе расхутсен пайне нумай чухне чакаратпăр. 2013 çулта тарифсене йĕркеленĕ май вĕсен тăкаксен пайне 2,6 миллиард тенкĕлĕх пĕчĕклетрĕмĕр.

Шел те, кунашкал чылай предприятин инвестици программисем çук. Вĕсемсĕр вара ăшă пункчĕсене е котельнăйсене çĕнетме, реконструкцилеме май çук. Урăхла каласан вĕсем пĕр кунпа пурăнаççĕ, ăшă сечĕсем пысăк юсав ыйтаççĕ пулин те. Эпир коммуникацисене ахаль те сахал мар укçа-тенкĕ хыватпăр: 2013 çулта электроэнергипе, ăшăпа тата шывпа тивĕçтерес отрасльсене 1 миллиард та 14 миллион тенкĕ уйăрнă, пĕлтĕр 897 миллион тенкĕ.

– Хваттер укçи патне таврăнар-ха. Уйрăм категорири çынсем коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн çăмăллатнă майпа тÿлеççĕ. Субсидие кам тивĕçет-ха, тата унăн вăтам виçи мĕн чухлĕ;

– Енчен те коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевĕ çемье тупăшĕн 22 процентĕнчен пысăкрах-тăк, вăл социаллă хÿтлĕхе тивĕçет. Укçа-тенкĕ пулăшăвне илме вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне каймалла.

Чăваш ен социаллă аталану министерствин даннăйĕсем тăрăх, иртнĕ çул ку тĕллевпе 258 миллион тенкĕ уйăрнă. Субсидие 24 пин çемье илнĕ, вăтамран пĕр çемье – 896,58 тенкĕ. Кăçала валли бюджетра 374,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Прогноз тăрăх, укçа пулăшăвĕпе 27 пин çемье усă курĕ.

– Хăш-пĕр политиксем паян тарифсене виçĕ çул ÿстермелле марри çинчен калаççĕ. Кун пирки мĕн шутлатăр;

– Паллах, май пур, анчах хăш ресурссемпе тивĕçтерÿсем çине пулнине пăхмалла. Ман шутпа, электроэнергетика тата газ тивĕçтерĕвĕн сферисенче. Пĕрремĕшĕнче сетьсем ăшă системипе танлаштарсан самай лайăхрах, çавăнпа та тарифсен ÿсĕмне чакарма та, темиçе вăхăтлăха тытса тăма та май пур.

Çут çанталăк газĕн хакĕсене те пăхса тухмалла. Унăн хакĕ курттăм рынокра çулсерен 15 процент хăпарать. Çак ÿсĕме транспортировкăна та, тивĕçтерÿпе суту хакĕсене те кĕртнĕ. Кунсăр пуçне, ăшăпа тивĕçтерес системăра çут çанталăк газĕн тÿпи 60 процентпа танлашать. Шывпа тивĕçтерессинче электроэнергин тÿпи – 34 процент. Çак монополие пулах тарифсем ÿсеççĕ те. Ман шутпа, кунта тарифсене перекетлемелли тата пĕчĕклетмелли резерв пурах.

Анчах та ăшă системинче ыйтусем нумай. Унăн ытларах пайĕ хăйĕн ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ. Енчен те эпир ăна çĕнетме паян укçа-тенкĕ хывмасан хутса ăшăтмалли тапхăрта шар курма пултаратпăр.

Коммуналлă сфера ытти отрасльсемсĕр пурăнаймасть. Çавăнпа та кунта хаксен пĕтĕм системине пăхса тухмалла. Коммуналлă тивĕçтерÿсен хакĕн ÿсĕмне кăна чарса лартни çителĕксĕр.

REGNUM информаци агентствин материалĕ тăрăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика