29 июля 2013 г.
«Медиалогия» тĕпчев компанийĕ Дмитрий Медведев правительствин министрĕсен медиарейтингне çĕнетнĕ. Ăна массăллă информаци хатĕрĕсенче чиновниксен ĕç-хĕлне мĕнлерех тĕрĕс тата тăтăш çутатни тăрăх йĕркеленĕ. Май уйăхĕнчи пекех пĕрремĕш йĕркене оборона министрĕ Сергей Шойгу йышăнать. «Мадиалогире» çакна ведомство подразделенийĕ министр хушăвĕпе Самар облаçĕнчи полигонри пушара сÿнтерме хутшăннипе çыхăнтарать. Кунсăр пуçне, Шойгу Мускав облаçĕнчи мемориаллă çар масарне уçнă çĕре хутшăннă, кун çинчен журналистсем анлă çутатнă.
Иккĕмĕш вырăнта – экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев. Финанс министрĕ Антон Силуанов виççĕмĕш вырăна сыхласа хăварма пултарнă.
Сергей Лавров, ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ, иккĕмĕш вырăнтан тăваттăмĕшне куçнă. 2012 çулта вара вăл рейтинг пуçĕнче пулнă.
Тĕп кĕтменлĕх – вĕрентÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов юлашки 21-мĕш вырăнтан пиллĕкмĕшне çĕкленни. Экспертсем ырă мар имиджран вăл уйăхрах хăтăлма пултарнине палăртаççĕ. Политика очкисене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсемпе тата Раççей наука академине реформăлассипе çыхăннă пăтăрмахсемпе пуçтарма пултарнă, çирĕплетет Экономикăн аслă шкулĕн пĕтĕмĕшле политологи кафедрин заведующийĕ Леонид Поляков. «Медиаатакăра хăйне вăл çирĕп чиновник пек кăтартрĕ, хăйĕн позицийĕнчен чакмарĕ»,– ăнлантарать вăл.
Ку хутĕнче список вĕçĕнче – транспорт министрĕ Максим Соколов. Аутсайдерсен йышĕнче çавăн пекех – ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров, Инçет Хĕвелтухăç аталанăвĕн министрĕ Виктор Ишаев тата регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев.
Министрсен рейтингне хатĕрленĕ чухне тăватă критерие шута илнĕ: информаци çăл куçĕн витĕмне, вăл е ку персонăна япăх, лайăх е нейтраллă енчен çутатнине, статьяра е сюжетра вăл мĕнлерех вырăн йышăннине, хăй калаçнине е ун сăмахĕсене илсе кăтартнине. Индекс цифри мĕн чухлĕ пысăкрах, массăллă информаци хатĕрĕсенче çав çыннăн имиджĕ çавăн чухлĕ лайăхрах.