Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшать хресчен, тар тăкать куллен

29 июля 2013 г.

Çумăр тăтăшрах çума тытăнни вырма ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарать. Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, тепĕр эрнере те йĕпе-сапаллă кунсем пулмалла. Çавăнпа та «Янгорчино» кооперативра уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курма тăрăшаççĕ.

 

Кĕрхи тырă пуссинче

– Уй-хир ылтăнне кĕлете хăвăртрах кĕртес тесе ырми-канми тăрăшатпăр, – терĕ «Янгорчино» кооператив ертÿçи Геннадий Романов.

Çĕрпелсем кĕрхи тулла вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. «Московская – 39» сорт гектартан вăтамран 32 центнер тухнă. Пăрçана 27 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра комбайнерсем – Кайри Тукай ялĕ çывăхĕнчи кĕрхи ыраш пуссинче ĕçлеççĕ. Леонид Леонидовпа Александр Раков уй-хир карапĕсен штурвалĕсене çирĕп тытса пыраççĕ. Комбайнсем иртсе кайнă хыççăн хулăм улăм куписем юлаççĕ. Тыр-пул ăнса çитĕннĕрен улăмĕ те нумай. Ял çыннисене выльăх-чĕрлĕх валли пухма чармаççĕ.

Хуçалăх Канашри элеватора 35 тонна тулă сутнă. «Хальлĕхе тырра 4 тенкĕ те 50 пуспа вырнаçтартăмăр. Хакĕ йÿнĕрех паллах. Тыр-пула 5 тенкĕпе сутсан хуçалăх экономики çирĕпрех пулĕччĕ те», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Геннадий Романов.

Ыраш 400 тоннăран сахал мар тухмалла. Çуррине сутма палăртаççĕ. 120 тонна ыраша кĕлете кĕртсе хунă ĕнтĕ. Вăрлăхлăх тырра хаклăрах хакпа – 6–7 тенкĕпе – вырнаçтарасшăн.

 

Йĕтем хуçалăхĕнче

Кĕр аки те çывхарать. «Янгорчино» кооперативăн йĕтем хуçалăхĕнче мотор шавĕ илтĕнсех тăрать – ĕç çыннисем вăрлăх аллаççĕ. Хуçалăхра пулас тухăç никĕсне 300 гектар хывма палăртаççĕ. Планпа килĕшÿллĕн тулă 100 гектар, ыраш – 200 гектар йышăнмалла. Вăрлăх 300–350 центнер кирлĕ. Кĕрхи культурăсен лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулĕ. Çак вăхăта илсен пулас тухăç никĕсне хывма 150 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Специалистсем ял хуçалăх культурисен лаптăкĕн 30–40 процентне кĕр тыррисем йышăнмалла теççĕ. Хресчене ку ĕç планне пурнăçлама çăмăл мар. Пĕр вăхăтрах тырă та вырмалла, выльăх апачĕ те хатĕрлемелле, çĕртме сухи те тумалла...

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Никифоров кĕр тырри маларах паркаланса вăй илсе юлнине, вăйлăрах тухăç панине çирĕплетрĕ. «Çителĕклĕ вăрлăх, çĕр хатĕрлесе кĕр тыррисене ытларах акса хăварма тăрăшмалла», – терĕ вăл. Ÿсен-тăран отрасльне аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлекен «Янгорчино» кооператив ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ.

Районти ял хуçалăх организацийĕсен кăçал кĕр тыррисене 6 пин гектартан кая мар акса хăвармалла.

Е.ПОРФИРЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика