24 июля 2013 г.
Сĕтел çинче шыв валли хатĕрленĕ пĕчĕк тăм кăкшăм ларнă. Пÿлĕм кĕтессинчи кравать çинче шыв ĕçес килнипе асапланса чирлĕ çын выртнă. «Шыв! Шыв...» – кашни самантрах ыйтнă вăл. Анчах та унăн тăванĕсем ăна пĕччен хăварса хăйсен ĕçĕсемпе кайнă-мĕн. Çак халсăр çын йăлăнăвĕ çав тери мĕскĕннĕн илтĕннипе кăкшăм та чăтса ларайман. Вăл ăна чунтан хĕрхеннипе пĕтĕм вăйне хурса чирлĕ çыннăн кравачĕ патне кусса пынă. Лешĕ куçĕсене уçать те кăкшăм ларнине асăрхать. Çакна курнипе чирлĕ çын пĕрре тĕлĕнсе каять, тепре çăмăллăн сывласа ярать. Хайхи пĕтĕм вăйне пухса кăкшăма çĕклет те вĕриленсе кайнă тути патне илсе пырать, анчах çав самантра савăт пушă пулнине ăнланса илет. Нишлĕ çыннăн юлашки вăйĕ кăкшăма стена çинелле вăркăнтарнипе пĕтсе ларать. Кăкшăм вара ним усăсăр тăм катăкĕ пулса тăрать.
Çак чирлĕ çын пек ан пул – хăвна пулăшма тăрăшакансене тăм катăкĕ туса ан хур. Вĕсен ĕçĕсем усăсăр пулсан та, саншăн тăрăшнине тивĕçлипе хаклама вĕрен.
ЧПУ студентки Екатерина АЛЕКСАНДРОВА куçарса хатĕрленĕ.