Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Капкăн лартнăшăн – штраф

24 июля 2013 г.

Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕнчи чĕр чуна хăратма, суранлатма, вĕлерме юрамасть.

Анчах ку йĕркене хăш-пĕри сĕмсĕррĕн пăсать. Вăрнар районĕнчи Калинино саккаслăхĕ шăпах çавнашкал вырăнта. Унта сунарçăн ура ярса та пусма юрамасть. Чĕрĕлĕхе ĕрчетме ăна ятарласа йĕркеленĕ. 7180 гектар йышăнать. Пĕтĕмпех – вăрман. 242 тĕрлĕ ÿсен-тăран вăрă тăвать, 115 тĕслĕ кайăк чĕп кăларать, пăши, хир сысни, хăнтăр, ондатра, сăсар, ытти чĕр чун йăх тăсать. Лаптăк çyp çĕрпе хĕвел тухăç енчен Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе, кăнтăр енчен Вăрнар вăрманлăхĕпе, хĕвел анăç енчен Çĕмĕрле вăрманĕпе чикĕленет.

Сунарçăсем Калинино лаптăкĕ шыв-шур, уй-хир, вăрман чĕр чунĕпе пуяннине лайăх пĕлеççĕ. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин инспекторĕ курман-сисмен чухне унта кĕрсе пăшие е хир сыснине тытма ĕмĕтленеççĕ. Тепĕр чухне ăна-кăна капкăна çаклатаççĕ. Çакна çирĕплетме служба сотрудникĕсем тăрă шыв çине кăларнă тĕслĕхпе паллаштарас килет.

Пĕлтĕрхи раштавăн 23-мĕшĕнче вĕсем Вăрнар тăрăхне çитнĕ. Вăрман Шăхаль ялĕн кукăрĕнче ларнă автомашинăпа кăсăкланнă. «Чăтлăха кĕрес тĕлте, юр хупласа кайнă çул çинче, мĕн туса ларать-ха;» – текен шухăш çуралнă. Чĕр чун тĕнчин хÿтĕлевçисем транспорт водителĕ таврăнасса темиçе сехет кĕтнĕ. Вăл çывăха пырсанах хыр хыçĕнчен тухнă. Браконьер хăйне патшалăх инспекторĕсем кĕтнине тĕшмĕртмен те. Тарма шухăшламан. Хырлăха мĕн тĕллевпе кĕнине пытарман. Сăсар тытма ултă капкăн лартнине пĕлтернĕ. Уголовлă ĕç пуçласа вĕçне çитериччен çав хатĕр-хĕтĕре 50 çулти сунарçăран туртса илнĕ. Çĕртме уйăхĕнче тавăçа Вăрнар районĕнчи миравай судья пăхса тухнă. Браконьер çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕнче сунар йĕркелесе преступлени тунă тесе йышăннă. Ăна 6 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Н.ФРОЛОВА, «Вурнарский» пайăн аслă дознавателĕ

полици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика