Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киревсĕр ĕçсем ан пулччăр тесе

24 июля 2013 г.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин полици пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ И.Воробьев полици полковникĕ хутшăннипе иртнĕ оперативлă канашлура районти йĕрке хуралçисем çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Граждансене хÿтĕлессипе, йĕркелĕхпе обществăлла хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тимленĕ май çак тапхăрта профилактика ĕçне витĕмлĕрех йĕркелессине, учетпа регистраци дисциплинине çирĕплетессине, çынсен прависене хÿтĕлессине тата ыттине тимлĕх ытларах уйăрнă.

Кăçалхи январь–июнь уйăхĕсенче преступленисем çинчен пĕлтернисене пĕлтĕрхинчен 16 процент нумайрах (2462) йышăннă. Вĕсемпе кашнинпех полици сотрудникĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ, материалсем пухса мерăсем йышăннă.

Шалти ĕçсен пайĕ регистрациленĕ преступленисен шучĕ те 32,3 процент ÿснĕ – 209 пулнă. Çак йышра пысăк пайĕ йывăрах мар ушкăнри киревсĕр ĕçсене тивет.

Поселенисемпе уйрăммăн илес-тĕк, лару-тăру Калинино, Кĕçĕн Кипек, Упнер тăрăхĕсенче тата поселокра япăх енне улшăннă. Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек, Мăн Явăш ял поселенийĕсене кĕрекен ялсенче ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем пуринчен нумай. Каласа хăвармалла, ку тĕслĕхсенче хуçисен хăйсен те пурлăх сыхлăхне тивĕçтерессипе пачах ĕçлеменнипе айăпĕ пур. Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи пĕр предприниматель çулсеренех темиçе хут та вăрăсенчен шар курать. Анчах паянхи кун та вăл пурлăхне хÿтĕлеме нимле мера та йышăнма шутламасть.

Çав вăхăтрах тепĕр ертÿçĕсем «асăрханнине нимĕн те çитмест» тенине асра тытса яваплăхлă ĕçлеççĕ. «Феникс» общество ертÿçи тимлĕхне пула акă мехпаркран 24 пин те 800 тенкĕлĕх пурлăха вăрлама хăтланнă преступниксене вăхăтра тытса чарнă. Апрель уйăхĕнче вăрăсене «Нуросово» обществăн складĕнчен тавар илсе тухма паман – вĕсен çулне хуралçă пÿлнĕ.

Пирĕн ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕри – киревсĕр ĕçсене уçса пани. Ку енĕпе витĕмлĕрех ĕçлени курăнать: кăтартăва 3,7 процент лайăхлатнă. Çынсене юриех вĕлернĕ, сывлăхне юриех йывăр тата вăтам сиен кÿнĕ, хĕн кăтартнă, мăшкăлланă, хĕненĕ, вĕлерессипе хăратнă, пусахласа укçа туртса илнĕ, транспорт хатĕрĕсене хăваласа тарнă тĕслĕхсене пурне те вăхăтра тишкерсе айăплисене явап тыттарнă. Унчченхи çулсенчен «тĕттĕм» юлнă 8 преступление уçса пама май килнĕ.

Экономикăри киревсĕр ĕçсене тупса палăртассипе районти полици сотрудникĕсем кăçал аван тимленĕ. 36 преступление шута илнĕ, вĕсенчен вуннăшĕ – взятка илни. Кунсăр пуçне «Вурнарский» пай сотрудникĕсем республикăри шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсемпе пĕрле преступноç ушкăнне тăрă шыв çине кăларассипе ĕçленĕ. Ку ушкăн ĕçкĕпе алхасакан çынсен ячĕпе ултав майĕпе кредитсем илсе кайран тÿлевсем хывманнипе паллă. Пĕтĕмпе 75 тĕслĕхе тупса палăртнă, хамăр районта – 7.

Асăрхаттару ĕçне вăйлатнă пулин те, маларахри тапхăрсенчи пекех обществăлла вырăнсенче тата урамсенче пулнă преступленисен ÿсĕмĕ сыхланса пырать. Вĕсенчен ытларах пайĕ – вĕлерни-çаратни, хĕнени. Лару-тăрăва улăштарас тесе, преступленисем нумайрах пулакан вырăнсенче тĕллевлĕ рейдсем, оперативлă мероприятисем ирттеретпĕр.

Шалти ĕçсен пайĕнче учета илнĕ граждансене те полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем, çула çитменнисемпе тимлекен инспекторсем, уголовлă шырав сотрудникĕсем пĕрмаях тимлĕхре тытаççĕ.

А.ГУБАНОВ,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ

полици подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика