Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă ачисене чĕнетпĕр

24 июля 2013 г.

Вăрçă ачисене пĕрлешме хистенĕ тапхăр асра тăрать. Этемлĕхе фашизмла чуралăхран çăлса хăварнă çĕнтерÿçĕсене – фронтпа тыл паттăрĕсене митинга тухнăшăн ОМОНа явăçтарса хĕнени пирнешкеллисемшĕн синкерлĕ самана пуçланнине кăтартса асăрхаттарчĕ. Совет çыннисене, вĕсем вăй-хăват кÿнĕ пурнăçа сĕмсĕрле элеклесе вараланă вăхăтра ашшĕ-амăшсен хутне кĕме хăю çитернĕ пĕртен-пĕр чăтăмлă вăй вăрçă ачисем пулчĕç.

«Бандитла прихватизаци» (США эксперчĕсем çапла хакланăччĕ) тата кун-çул вĕçнелле перекетленĕ укçа-тенке пĕр каçра пăрахăçласа хунипе пĕрле уйăхран уйăха ĕç укçине, пенси-пособие тÿлеменни пуринчен те ытла вăрçă ачисене çапса хуçрĕ, вĕсем вара миллионшарăн монетизацие хирĕçле митингсене тухрĕç.

Аттесем çĕршывăмăрăн Аслă вăрçинчен таврăнаймарĕç. Хура тăшман хупăрласа юхăнтарнă хуçалăха юсама кунĕн-çĕрĕн ĕçре тарланă аннесем ватлăх канлĕхне туйса кураймасăр пиртен уйрăлчĕç. Хамăр та хавшарăмăр – кунсерен мур çулăхнăн тăкăнатпăр. Пирĕн вăтам пенси 8 пин тенкĕпе танлашать (çав вăхăтрах 5–6 пинлисем нумайăн). Европăра (евро хакĕпе танлаштарсан) – 40 – 50 пин тенкĕ. Пирĕн прожитминимум – 6510 тенкĕ. Европăра – 38 пин тенкĕ. Пирĕн МРОТ (ĕçшĕн тÿлекен минимум) – 5205 тенкĕ. СШАра (доллар хакĕн виçипе) – 40 пин тенкĕ, Англире – 50 пин тенкĕ, Люксембургра – 75 пин тенкĕ.

«Выçлăх карçинккине» тÿссе курнисем (журналистсем, ытти экспертсем) уйăх вĕçнелле утайми пулни çинчен çырса кăтартрĕç. Питĕрти 5-мĕш канал июлĕн 3-мĕшĕнчи «Чухăнсем – пуянсене хирĕç» кăларăмра тĕрлĕ тĕпчевсене кура ĕнентернĕ тăрăх, пуянсем Раççейĕпе пурĕ те 1 процент, чухăнсем (прожитминимум хыçĕнчисем) – 86 процент. 10 пин тенкĕлĕх ĕçленипе пурнакана, икĕ ачаллă бюджетнике чухăнсен ретне кĕртмелле-мĕн. Росстат çакна пĕлтерчĕ: кăçалхи пирвайхи кварталта чухăнсен йышĕ тата 57 процент ÿснĕ (19,6 миллион çын). Çулталăкра пенси 6–7 процент, хаксем 15 процент хăпараççĕ. ЖКХ тарифĕсем юлашки вунă çулта 12 хут ÿснĕ (официаллă справка). Минфин çĕнĕ çултан пурлăх налукĕ ултă хут ÿсессипе юнарĕ. Пирĕн, паллах, шикленмелĕх пурлăх çук, анчах ку инкек те ачасем урлă пире те килсе çапать. ВТО авăрне ăссăрла чăмнăран ялта пурнăç тума шанчăк хупăрланчĕ. Криминалпа коррупци бюджетран çине-çинех миллиардшар доллар хăйпăтать. Халь тата наукăсен академийĕн пурлăхне хапсăнаççĕ, Раççее космосран пистересшĕн...

Вăрçă ачисен регионсенчи пĕрлешĕвĕсем çакнашкал лару-тăрура хăйсене кăшт хÿтĕлемелĕх тĕревлĕ майсем шыраççĕ. Вĕсем халĕ 67 регионта ĕçлеççĕ. 1 миллион та 265 пин çын шучĕпе официаллă йĕркепе регистрациленнĕ. Пĕтĕм Раççейри «Вăрçă ачисем» обществăлла организацин председателĕ, Госдума депутачĕ Н.В.Арефьев пĕлтернĕ тăрăх, вăрçă ачисем çинчен калакан закон проектне хÿтте илсе виçĕ уйăхра 12 миллион çын алă пуснă. Закон проекчĕн çĕнĕ варианчĕ Госдумăра икĕ çул ытла выртать. «Пĕтĕмĕшле тĕллев, – тет Николай Васильевич, – вăрçă ачисене тыл ĕçченĕсемпе танлаштармалла. Вологда, Белгород, Амур, Ульяновск облаçĕсенче вĕсем хăшпĕр çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Анчах Федераци шайĕнчи закон питĕ кирлĕ».

1945 çулхи Çĕнтерÿ хыççăн çĕршыва кĕске вăхăтра хăват кÿрсе ура çине тăратни, патшалăха 45 çул хушши тăнăçлă-тăванлă пурнăçпа усрани, хамăр ĕçес-çиесрен уйăрсан та, ядерлă паритет туса хурса тĕнче тарасине мирлĕ шайра тайăлтарса тăни, пилĕкçуллăхсенчи улăпла утăмсем, космосри çĕнтерÿсем, çерем уçса тырпул сăрчĕсем купалани, БАМ магистралĕ йышши аслă стройкăсем (малалла хăвăр каласа кайăр, хамăр район республикăра ялан малта пынине ан манăр) – çаксем пĕтĕмпех вăрçă ачисем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пуçтарнă ÿсĕмсем. Хăр-харама хавхалантăмăр-ши; Эп пĕлмен ĕç çук – строитель эпĕ. Вăрнартах темĕн чухлĕ çурт-йĕр купаларăм, чукун çул хыврăм (2-мĕш лини), çерем уçма тракторпа хутшăнтăм, тайгасенче çĕрти пурлăха айăн-çийĕн шырарăм, хам кил-çурта алă вĕççĕн çавăртăм – халь вара арăмпа иксĕмĕре те кĕлмĕçле прожитминимумпа çырлахтарасшăн. Чĕр мăшкăл мар-и; Сталин пĕве çитичченхи çулсенче пособи тÿлетчĕ. Вĕреннĕшĕн, сывалнăшăн виçĕ пус та илмен. Халĕ библиотекăра кĕнеке тытса пăхнăшăн та укçа ыйтаççĕ...

Госдумăна эпир хамăр районтан икĕ пине яхăн заявлени тăратрăмăр. Пилĕк уйăхра виçĕ хутчен митингсене пухăнтăмăр. Закон проектне ырлатпăр. Ку ыйтупа татăклă сăмах калама июлĕн 27-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри акци иртет. Çав шăмат кун вăрçă ачисене 10 сехет тĕлне Вăрнарта пухăнма чĕнетпĕр. Манар мар: канăçсăрланман ачи енне ашшĕ-амăшĕ те йăпăр-япăр çаврăнса пăхмасть...

Вл.СКВОРЦОВ,

1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче тĕнчери пĕрремĕш космонавтăн Ю.А.Гагаринăн вĕçевне тивĕçтерме хутшăннă 1-мĕш класлă радиотелеграфист,

Пĕтĕм Раççейри «Вăрçă ачисем» организацин районти уйрăмĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика