Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç пенсине çĕнĕлле шутлаççĕ

24 июля 2013 г.

Кăçалтан пенси системине çĕнĕлĕхсем кĕртме тытăнчĕç. Вĕсем уйрăм предпринимательсен, сиенлĕ тата хăрушă производствăсенче тимлекенсен (пенсие маларах тухма ирĕк пуррисен) тÿлевĕсене, çавăн пекех пенсин хушăнса пыракан пайĕн тарифĕсене пырса тивеççĕ.

Нумаях пулмасть Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви çĕнĕ пенси формулине сÿтсе явма халăх умне кăларчĕ. Ватлăхпа тухнă ĕç пенсине çĕнĕлле шутламалли правилăсем пирки эпир Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн ертÿçине Людмила Леонидовна РЕДЬКОВАНА каласа пама ыйтрăмăр.

– Чи малтанах пурне те хумхантаракан ыйтăва парас килет: пенси çулне пысăклатĕç-и;

– Ÿстермеççĕ. Çĕнĕ пенси формулинче пенси çулĕнче ĕçленине хавхалантарма урăх механизмсене пăхнă.

– Çĕнĕ пенси формулине йышăнма мĕн хистенĕ-ха;

– Паян ĕç пенсийĕн виçи ĕç паракан хăйĕн ĕçченĕн пулас пенсийĕ валли хывакан страхлакан тÿлевĕнчен кăна килет. Стаж пенси виçи çине пачах та витĕм кÿмест темелле. Çакнашкал тÿлев йĕрки пысăк стажлă çынсене тивĕçтермест. Çавăнпа та 2015 çултан пурнăçа кĕртме палăртнă çĕнĕ формулăра шалусăр пуçне стаж та питĕ пĕлтерĕшлĕ.

– Пенсие çĕнĕлле шутлас йĕркене ăнлантарăр-ха, тархасшăн.

– Ĕç пенсийĕ хальхиллех икĕ пайран тăрать – страхлакан тата хушăнса пыракан пайсенчен. Страхлакан пенсие уйрăм пенси коэффициентĕнчен тата патшалăх гарантилекен тÿлеве шута илсе шутлаççĕ. Хушăнса пыракан пенсие паянхи пекех ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайне шутланă евĕрлех.

– Уйрăм пенси коэффициенчĕ мĕне пĕлтерет-ши;

– Çĕнĕ правилăсемпе страхлакан пенсие шутланă чухне çĕнĕ ăнлав – «çулталăкри пенси коэффициенчĕ» пурнăçа кĕрет. Вăл ĕç çыннин официаллă шалăвне страхлакан пая куçакан чи пысăк ĕç укçи çине пайласан пулать.

– Эппин, шалу мĕн чухлĕ пысăкрах, çулталăкри пенси коэффициенчĕ çавăн пек пысăкрах пулĕ-и;

– Тĕп-тĕрĕс. Çавăн пекех ĕç укçин виçине çичĕ çул хушши 0,1 утăмпа тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерессине пăхса хăварнă. Унран Раççейри вăтам ĕç укçине кура 1,6-ран пуçласа 2,3 таран страхлакан пая куçараççĕ. Паян çĕршывра вăтам ĕç укçи 27 пин тенкĕпе танлашать, Пенси фондне 47 пин тенкĕ таранчченхи шалуран взнос куçараççĕ. Вăл вăтам шалăвăн 2,3 кăтартăвĕ таран ÿсĕ. Апла пулин те ĕç паракан куçаракан страхлакан взнос тарифĕ малтанхиллех 22 процент пулĕ.

– Пенси виçи çине стаж мĕнле витĕм кÿрĕ-ха;

– Енчен те ĕç пенсине палăртнă дата тĕлне арçыннăн стажĕ 35 çул, хĕрарăмсен 30 çул пулсан, çĕнĕ правилăсемпе вĕсем пысăкрах пенси илсе тăма тытăнĕç. Хĕрарăмăн 30 çултан пуçласа 40 çул, арçыннăн 35 çултан пуçласа 45 çул таранхи кашни çулхи ĕçĕшĕн пĕр пенси коэффициентне хушса тÿлеççĕ. Хĕрарăмсене 35 çулхи, арçынсене 40 çулхи стажшăн тата пилĕк пенси коэффициенчĕ хушаççĕ. Пенси коэффициенчĕн хакне çулсеренех Раççей Правительстви палăртĕ.

Çĕнĕ правилăсемпе пенсие каярах тухни тухăçлă пулĕ. Енчен те тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ пулин те çын ĕçлет, пенсие кайма заявлени çырмасть пулсан унăн страхлакан пенсийĕ çулсеренех преми коэффициенчĕпе пуянланать. Çапла палăртнă тÿлев 19, страхлакан пенси 24 процент таран пысăкланĕ. Енчен те пенси çулĕнчен сакăр çул ытларах ĕçлесен палăртнă тÿлеве 73, страхлакан пая 90 процент таран ÿстерĕç.

– Пысăк стаж пирки ăнланмалла. Пĕчĕк стажлисем тĕлĕшпе улшăнусем пур-и;

– Паянхи куна ватлăхпа ĕç пенсине тухмалли чи пĕчĕк стаж – 5 çул. Ăна 15 çула çитерме палăртаççĕ. Чылай çĕршывра пенсие тухмалли чи пĕчĕк стаж – 20 çул.

– Енчен те çын кирлинчен сахалтарах ĕçленĕ пулсан мĕн тумалла;

– Камăн стаж 15 çулран пĕчĕкрех пулать, вĕсен Пенси фондĕнчен социаллă пенси ыйтса илме ирĕк пур: хĕрарăмсен 60, арçынсен 65 çулта.

– Çĕнĕ правилăсемпе стаж валли мĕнле тапхăрсене шута илеççĕ-ха;

– Шутлавăн çĕнĕ правилисемпе стажа çарта пулнине тата ачапа ларнă вăхăта та кĕртме палăртнă. Кунсăр пуçне виçĕ ача пăхнине те стаж вырăнне шутлĕç. Ку çулсемшĕн уйрăм коэффициентсем пулĕç. Иккĕмĕш ачашăн вăл икĕ хут, виççĕмĕшĕшĕн виçĕ хут пысăкрах пулĕ.

– Çĕнĕ правилăсемпе хальхи пенсионерсен пенсийĕсене çĕнĕлле шутлĕç-и;

– Паянхи пенсионерсен пенсийĕсене çĕнĕрен шутлĕç. Хăш-пĕрисен вăл пысăкланĕ, анчах пĕчĕкленмĕ.

– Çĕнĕ формулăн чи кирлĕ саманчĕсене тепĕр хут аса илер-ха.

– Пĕрремĕшĕнчен, пенси ÿсĕмĕ улшăнмĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пенси виçи стажран тата шалуран килĕ. Виççĕмĕшĕнчен, страхлакан пенсин палăртнă тÿлевĕ сыхланса юлать. Юлашкинчен, страхлакан пенси Пенси фончĕн тупăшĕсем ÿснине кура индексациленет, инфляци шайĕнчен пĕчĕкрех пулмасть.

– Калаçушăн тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика