Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар тăрăхĕнче авалхи мордвасем пурăннă

24 июля 2013 г.

Пурнăçра тĕлĕнмелли нумай. Акă Вăтам Çавал тăрăхĕнче авалхи мордвасен масарне тупнă.

Пирĕн района археологсем пĕлтĕр килнĕччĕ. Ун чухне экспедицие Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕсем кăна хутшăннă. Авалхи масарта тупнă япаласем финн-угр халăхĕн пулнине тĕпчесе пĕлсен Мордва Республикинчи ăсчахсене те пĕлтернĕ.

Кăçалхи археологи экспедицине 50 çын килчĕ, çав шутра – Валерий Гришаков ертсе пыракан мордва делегацийĕ те. Экспедицие çамрăксем те – Мордва патшалăх педагогика институчĕн историпе право факультечĕн пĕрремĕш курсне пĕтернĕ студентсем – хутшăнчĕç.

Икĕ наци çыннисем Вăтам Çавал тăрăхĕнче шырав ĕçне пĕрле ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ, авалхи историне тĕплĕнрех тĕпчеме пулăшать. Археологсем масарта 22 вил тăпри чавнă. Паллах, хăйăрлă вырăн пулнăран этем шăммисем паянхи кунччен сахал упраннă. Анатоми пайĕсем тăрăх çынсен çул-ÿсĕмне, хăçан пурнăçран уйрăлнине пĕлме пулать иккен. Тĕрлĕ илемлетÿ хатĕрĕсем – шăрçа, çĕрĕ, сулă, алка, мăй çыххи тата ыттисем – чавса кăларнăран ку вырăнта хĕрарăмсене, хĕр-упраçа пытарнă тесе çирĕплетет Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен гуманитари институчĕн археологи пайĕн аслă сотрудникĕ Евгений Михайлов. Авалхи культурăна тĕпчекенсем капăрлăха сăнанă май мордвасем вăл вăхăтри цивилизациллĕ çĕршывсемпе – Сирипе, Египетпа – суту-илÿ тума пултарнине каларĕç. Вĕсем илемлетÿ хатĕрĕсене мамăк тирпе улăштарса илнĕ пулĕ теççĕ тĕпчевçĕсем. Вил тăприсенче тумтир пайĕсене те, тăмран хĕртсе тунă япаласемпе вĕсен ванчăкĕсене те тупнă. Пĕтĕмпе – тĕрлĕ 170 экспонат.

Чăваш ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн халăх академикĕ Анатолий Пояндаев каланă тăрăх, пуян, аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсене тарăнрах пытарнă. Çырма хĕррипе – ачасен вил тăприйĕсем. Шырав ирттернĕ вырăнта мĕншĕн хĕрарăмсене кăна пытарни паллă мар-ха.

Çырулăхра мордвасен историйĕ 5-мĕш ĕмĕрте пуçланать тенĕ. Кÿршĕ республикăра пурăнакан ăсчахсем хăйсен йăх-несĕлĕсен авалхи тымарĕсене тупса тĕпчес тĕлĕшпе сахал мар экспедицисем йĕркеленĕ. Анчах та пирĕн эрăн 2–4-мĕш ĕмĕрсенчи археологи палăкне хальччен тупайман.

– Вăтам Çавал тăрăхĕнчи авалхи масар – пирĕншĕн чăн тупра. Мордвасен историйĕн малтанхи тапхăрĕсене, вĕсем ытти халăхсен культурине епле витĕм кÿнине тĕпчеме май парĕ, – терĕ мордва экспедицийĕн ертÿçи Валерий Гришаков.

Шырав иртнĕ чух хăш-пĕр экспонатсене куç хывакансем те пулнă, металл шырамалли хатĕр йăтса килекенсем те тупăннă. Вĕсем – çывăхри ялсенчен иккен. Авалхи халăхсен культурине тĕпчекенсем çапла пĕлтерчĕç: Раççей наукăсен академийĕнчен ятарлă ирĕк илмесĕр археологи шыравĕсем ирттерме юрамасть, саккуна пăсакансене 7 миллион тенкĕлĕх штрафлама тата 6 çуллăх тĕрмене хупма пултараççĕ.

Вăтам Çавал тăрăхĕнчи мордвасен авалхи масарне тĕпчесе пĕтермен-ха. Археологсем тепĕр çул та Вăрнар районне экспедицие килме палăртаççĕ.

Е.ПОРФИРЬЕВА

фото: http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=589&id=15369

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика