24 июля 2013 г.
Раççейре пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ тăвас мегапроекта пурнăçа кĕртме тытăннă. «Мускав – Хусан – Екатеринбург» магистраль çĕршыври 11 регион витĕр тухĕ, çав шутра Чăваш ен урлă та: Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсемпе. Республикăра унăн тăршшĕ – 120 км яхăн.
Асăннă магистралĕн тĕллевĕ – 600 километра яхăн аяккарах вырнаçнă пысăк хуласене çыхăнтарасси. Малтанласа палăртнă тăрăх, унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 1620 км пулĕ. Пĕр станцирен теприне çитме 3–3,5 сехет кайĕ, «Екатеринбург – Хусан – Чулхула – Мускав» маршрутпа пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне çитме – 8 сехете яхăн. Çулталăкне вăл 10–13 миллион пассажира турттарассине палăртаççĕ. Поездсен хăвăртлăхĕ – сехетре 250 км.
Хальхи вăхăтра республикăра пысăк хăвăртлăхлă чукун çул тăвас проекта пăхса тухаççĕ. Ĕнер Чăваш Республикин Транспорт министерствинче ку енĕпе обществăлла итлев иртнĕ.
Пысăк хăвăртлăхлă магистраль проекчĕсене 1960 çулсенче чи малтан Японире пурнăçа кĕртме тытăннă, 2010 çул тĕлне вĕсем Европа тата Ази çĕршывĕсенче анлă сарăлнă.