24 июля 2013 г.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева Мускавра ĕçлĕ тĕл пулусене хутшăннă. Раççей пичечĕн ертÿçин çумĕпе В.Григорьевпа ирттернĕ калаçура регионсенче периодика пичетне сарассине сÿтсе явнă.
Субъектсенче хаçат-журнал киоскĕсен шучĕ чакса пырать. Лару-тăрăва шута илсе Раççей пичечĕ вĕсен ĕçне пырса тивекен саккунсене улшăнусем кĕртме сĕнÿсем хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах документа çĕршыв Правительствине ярса параççĕ.
Раççей Общество телекуравĕн ертÿçипе А.Лысенкăпа республикăпа федераци каналĕ килĕштерсе ĕçлессин приоритечĕсене палăртнă, ун эфирĕнче Чăваш ен Наци телекуравĕн информаци материалĕсене тата программисене вырнаçтарма калаçса татăлнă.