24 июля 2013 г.
Чăваш енре универсал электрон карттăна (УЭК) илмешкĕн çырнă ыйтусене йышăнакан пурĕ тăхăр пункт ĕçлет. Вĕсем ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн халăхăн социаллă хÿтлĕхĕн уйрăмĕсен никĕсĕсем çинче уçăлнă: Шупашкарăн Мускав районĕнче, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенче. Çак кунсенче Çĕмĕрле хулинче те çĕнĕрен уçнă пункт ĕçлеме тытăннă.
УЭК илес текенсем çавăн пекех уполномоченнăй организацире – ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Медицинăн информаципе аналитика центрĕ» бюджет учрежденийĕнче тата «Перекет банкĕ» АУОн виçĕ уйрăмĕнче те заявлени пама пултараççĕ. Ыйту çыраканăн хăйĕнпе пĕрле паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви (СНИЛС), обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ пулмалла. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе парĕç.
Универсал электрон карттăна республикăри 820 çын илнĕ, 2000 ытла заявлени панă. Чăваш енре паянхи кун УЭКăн федерацин обязательнăй икĕ (идентификаци тата банк) тата регионăн пĕр (транспорт) хушăмĕсем ĕçлеççĕ. Карттă çине патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельствин (СНИЛС) тата обязательнăй медицина страхованийĕн (ОМС) страховани полисĕн номерĕсене çырнă. Çыннăн кăмăлĕ пур-тăк УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ – унпа документсене алă пусма тата патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илме пулать (чăн та, малтан карт-ридер туянмалла).
Чăваш енре универсал электрон карттăна илессипе çыхăннă ыйтусене хĕрÿ лини телефонĕпе шăнкăравласа уçăмлатма май пур – 8(8352) 32-01-00.