Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусем хускатнă

24 июля 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ планеркăра тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухнă

Бюджета пурнăçланин кăтартăвĕсемпе финанс пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Ольга Семенова паллаштарнă. Кăçалхи ултă уйăхра район хыснине 76,7 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку вăл çулталăкри планăн 42,7 проценчĕ. Ытларах пайĕ – уйрăм çынсен тупăшĕнчен хывăнакан налук: 60,4 миллион тенкĕ.

Республика бюджетĕнчен пырса кĕрекен укçана шута илсен Вăрнар район бюджечĕн тупăш пайне 207,8 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Ял поселенийĕсен бюджечĕсем 11,9 миллион тенкĕлĕх пуянланнă.

Район бюджечĕн тăкак пайĕ 218,8 миллион (планпа пăхнин 41 проценчĕ) тенкĕпе танлашнă.

Вăрнар почтамчĕн ертÿçи Геннадий Никитин почта çыхăнăвĕ паян çĕнелсе аталаннине палăртнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан тупăш 5 процент ÿснĕ. Паян çыхăну уйрăмĕсенче почта тивĕçтерĕвĕсемсĕр пуçне тĕрлĕ тÿлевсене – коммуналлă тата муниципаллă тивĕçтерÿсемшĕн, ГИБДД тата ШĔМ штрафĕсене – хывма, авиа- тата чукун çул билечĕсене туянма та пулать. Тепĕр çĕнĕлĕх: почта карттисемпе – тÿлевсĕр банк карттисемпе – тивĕçтерни.

Геннадий Никитин пĕлтернĕ тăрăх, район çыннисем ытларах «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата юратса вулаççĕ. Почта урлă паян вăл 4 пине яхăн киле пырса тăрать. Çавăн пекех çынсем республика хаçачĕсене те кăмăллаççĕ.

Вăрнар почтамчĕ Вăрнар тата Йĕпреç районĕсене çыхăнтарса тăрать. Коллективра пĕтĕмпе 217 çын вăй хурать, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем 23. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч.

Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Никифоров вырма ĕçĕсемпе паллаштарнă. Кĕрхи культурăсене вырма «Гвардеец» тулли мар яваплă обществăсăр, Максимов фермер хуçалăхĕсĕр тата «Мураты» кооперативсăр пуçне мĕнпур хуçалăх тухнă. Тунти кун тĕлне тыр-пула 1540 гектар çинчен пуçтарса илнĕ. Вăтам тухăç – 23,1 центнерпа танлашать.

Л.ИВАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика