22 июля 2013 г.
Районти ЗАГС уйрăмĕнче тимлекенсем Раççей Федерацийĕн «Граждан тăрăмĕн акчĕсем çинчен» саккуна, Раççей Федерацийĕн Çемье кодексне, Налук кодексне тата ытти нормативлă документсене пăхăнса ĕçлеççĕ.
Кашни çыннăн пурнăçĕнчи паллă пулăмсене хут çине çырса хураççĕ тата электронлă майпа палăртаççĕ. Хут çине çырса хунисене 100 çул упраççĕ, кайран вĕсене республикăри патшалăх истори архивне куçараççĕ. Калас пулать, çырса хунисем пирĕн архивра 1918 çултан тытăнса паянхи кунчченех пур.
Кăçалхи çур çулта 678 акт çырнă. Çав шутран 210-шĕ – çурални çинчен. Çак тапхăрта 115 арçын ача тата 95 хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Кашни тăваттăмĕш пепке мăшăрланăва регистрацилемен çемьере çуралнă. 18 çула çитмен амăшĕ – пĕрре. Çак тапхăрта йĕкĕрешсем виççĕ çуралнă. Ашшĕлĕхе çирĕплетни çинчен 33 акт çырнă.
Кăçалхи 6 уйăхра 303 çын е иртнĕ çулхинчен 11 çын сахалрах вилнĕ. Пурнăçран 157 арçынпа 146 хĕрарăм уйрăлнă, вăтам ÿсĕмĕ – 64 тата 73 çул.
81 мăшăр çемье çавăрнă, иртнĕ çулхи кăтарту – 64. Арçынсем вăтамран 25–35 çулсенче, хĕрсем 18–24 çулсенче мăшăрланаççĕ.
Уйрăлни пирки 48 акт çырнă, çав шутран 44-шĕ – суд йышăнăвĕпе, 4-шĕ – мăшăрсен килĕшĕвĕпе.
Загс уйрăмĕнче ĕçлекенсем актсенче тÿрлетÿсем кĕртес тĕлĕшпе 110 заявлени пăхса тухнă.
Çырнисене электрон архивне кĕртессипе тимлесе ĕçлеççĕ. Планпа палăртнине пурнăçласа пыраççĕ.
А.СТЕПАНОВА