22 июля 2013 г.
Эпир, 50 çул каялла Хăмăшри сакăр çул вĕренмелли шкултан тухнисем, иртнĕ уйăхра тĕлпулу ирттертĕмĕр. Хăмăш, Услапа Нурăс, Кивьял Нурăс тата Кăмпал ялĕсенчен çÿреттĕмĕр шкула. Тăван яла, тăван шкула чунтан юратса пурăннă, ял урамĕсемпе чупса çÿренĕ, пĕчĕкренех колхоз уй-хирĕнче ăмăртса ĕçленĕ.
Астăватăп-ха, пирĕн пĕчĕк звено икĕ гектар çинчен кукурузăн симĕс массине 600-шер центнер пухса илнĕччĕ. Çулла лашасемпе çĕр улми купалама ирех тухса утаттăмăр, кĕркунне атте-аннене пахча-çимĕç пухма пулăшаттăмăр, хĕлле колхоз валли килсем тăрăх кĕл тата кайăк-кĕшĕк каяшĕ пуçтарса çÿреттĕмĕр.
Хитре çĕр пилĕк çуртлă Хăмăш ялĕ: тăхăр класлă шкул, культура çурчĕ, икĕ лавкка пур, «Броневик» производствăпа ял хуçалăх кооперативĕ ĕçлет.
Пысăк улшăнусем пулса иртрĕç пурнăçра. Юлашки 50 çулта пĕтĕм ял халăхĕ çĕнĕ çуртсем туса кĕчĕ, яла спутник телевиденийĕпе интернет çитрĕç. 1970 çулсенче мăнаçлă культура çуртне туса лартнă хыççăн пĕр урамăн çур пайне асфальт сарам пекки тунăччĕ. Ял урамĕ икĕ çухрăм ытла тăсăлать, асфальчĕ вуннăмĕш пайĕ валли кăна çитрĕ. Куншăн та савăнчĕç ял çыннисем. «Пирĕн пата та çĕнĕ пурнăç çитрĕ», – шутларĕ пулĕ нумайăшĕ.
Шел, вăхăт хăвăрт малалла шăвать, анчах Хăмăш ялĕ çавăн пекех пылчăклă тата çÿпĕллĕ тăрса юлчĕ. Ял çыннисемпе ачасем ĕлĕкхи пекех пылчăклă урам варрипе атă тăхăнса утаççĕ. Çумăр хыççăн кунта кĕçех вездеход та кирлĕ пулĕ. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен хресченсем – хăйсен мулне кăтартас тесе-ши – пĕтĕм строительство материалĕсене урамăн икĕ енĕпе кăларса хунă, унтан иртсе çÿреме питĕ кансĕр. Пĕренесем, кирпĕчсем, вак чулпа хайăр купи, çилпе ÿкнĕ йăмрасем темиçе çул сапаланса-йăваланса выртаççĕ. Камăн вĕсене кил картишне кĕртсе хумалла-ши; Ача чухне çак вырăнсенче шакăлчалла, лапталла, волейболла, футболла выляттăмăр, хĕрсемпе каччăсем каçсерен ваййа тухатчĕç, юрă-ташă шăрăнтаратчĕç, кинемейсемпе мучисем пухăнса сăмах-юмах çапатчĕç. Вăл вăхăтра ял урамĕсенче симĕс курăк ÿсетчĕ, кашни çурт умĕнче ларса калаçмалли саксем пурччĕ.
Ял варринче шыв юхма канав чавса хучĕç те çумăр кăштах çусан та урампа утма май çук. Хĕлле юр тасатакан автомашинăсем яла кĕрсе каяççĕ те виççĕр метртан асфальт çулпа магазин патĕнчен шоссе çине тухса вĕçеççĕ, вĕсен дизель топливипе тĕтĕм кăларăвĕ ытти урамсене çитме те ĕлкĕреймест. Ачасем вара, пĕр-пĕрин хыççăн кăна шкулалла утма пултараççĕ, ура урăх çĕрелле пуссан, юр ăшне кĕрсе выртан. Шутсăр шеллес килет вăтăр-хĕрĕх çул колхозра тар тăкнă ентешсене, ватлăхра та пулин резина атта хываймарĕç.
Эпир шкулта вĕреннĕ чухнех: «Ял урамĕсем хулари пек таса та илемлĕ пулмалла», – тетчĕç. Анчах мĕншĕн çапла пулса юлчĕ; Эпĕ ĕлĕкхи Нурăс вулăсĕн тата Калинино районĕн историне тĕпченĕ чухне 35 ялта пулса тĕрлĕрен çынпа лара-лара калаçрăм. Пур çĕрте те асфальт сарнă таса урамсем, ялсем хушшинче садсем ешереççĕ. Ирĕксĕрех шухăш çуралать:«Кам-ха кунта хуçа; Ăçта кайса çухалчĕ пирĕн пархатарлăх;». Тепĕр енчен, асфальт пирки пĕрре кăна мар калаçнă. Çу кунĕсем иртеççĕ те калаçу хăех лăпланать. Суйлавсем умĕн акă пулас депутатсем ял урамĕсене асфальт сарма сăх сăхса сăмах пачĕç.
Ĕлĕкрех Услапа Нурăс та пылчăкран тухаймастчĕ. Халĕ кунта пĕтĕм ялĕпе асфальт сарнă. Тĕрĕссипе, çакăншăн «Вурнарыдорстрой» предприяти директорне, Чăваш çĕршывĕн тава тивĕçлĕ строительне, вăхăтсăр вилнĕ Иван Николаевича Куликова палăк лартсах хакламалла. Хăмăшра пурăнакансен вара кама тав тумалла-ши; Ку ялта асфальт завочĕн пулас директорĕ çураласса кĕтмелли кăна юлать-ши;
Пĕрле вĕренсе тухнă 28 ачаран пиллĕкĕшĕ аслă шкулсене, тăваттăшĕ техникумсемпе училищăсене пĕтерчĕç, патшалăх аппарачĕсемпе предприятисенче нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Ыттисем колхозсенче, заводсенче, стройкăсенче тимлесе хисепе тивĕç пулчĕç. Вĕсем канма пĕлмеççĕ, хăшĕсем халĕ те вăй хураççĕ. Шел, саккăрăшĕ çак кунсене çитсе кураймарĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Тата çакна каласшăн. Ку сăмах пирĕнтен – 50 çул каялла Хăмăш шкулне пĕтернисенчен. Тăван ял варринче ĕлĕкхи шкул вырăнĕ пур. Унта пĕчĕк кÿлĕ çуттăн ялтăртататчĕ, пулăсем ишетчĕç. Халĕ шкул карти çук, унта курăк кăна ÿсет, ял çыннисем пăру кăкараççĕ. Ялта пурăнакансем хăнăхнăран çакна асăрхамаççĕ, килекене вара инçетренех курăнать. Шкул çуртне пăснă хыççăнах ял Совечĕ унта парк-стадион тума шутланăччĕ. Паллах, шутланăшăн никам та укçа ыйтмасть, мĕнле пултаратăн, çавăн чухлĕ ĕмĕтлен. Тепĕр енчен, ĕмĕте пурнăçламаллах.
Айтăр-ха, ял çыннисем, Хăмăшра çуралса ÿссе хулана тухса кайнисем, çак парк-стадиона пĕрле туса хурар. Пĕчĕк проектне хатĕрлекенсем пурах пирĕн хушăра. Кĕреçе, пуртă, мăлатук тытма пĕлекенсем ытларах та пулĕç. Эпир, Хăмăш шкулĕнчен 50 çул каялла тухнисем, – Станислав Гурьевич Отрыванов, Петр Тарасович Чернов, Юлия Ивановна Иванова, Маргарита Семеновна Иванова, Михаил Александрович Махмутов, Михаил Иванович Васильев, Владимир Васильевич Чирков, Надежда Александровна Александрова, Галина Петровна Петрова (Васильева), Нина Порфирьевна Порфирьева (Филиппова). Тата пире депутатсемпе Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем те пулăшасса шанатпăр. Ентешсем, айтăр тухар нимене!
Пурне те çирĕп сывлăх сунатпăр. Манăн Шупашкарти килти телефон – 28-00-61.
Станислав ОТРЫВАНОВ-ЕТРИВАН