22 июля 2013 г.
2007 çултанпа «Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» федераци саккунĕ ĕçлет. Паянхи кун тĕлне Вăрнар районĕнче амăшĕн капиталĕн сертификатне 2-мĕш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн (усрава илнĕшĕн) 1418 хĕрарăм илнĕ. Çак указпа çуртйĕре лайăхлатма, ачана вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси укçине ÿстерме май пур. Чылайăшĕ укçана пурăнмалли условисене лайăхлатма тăкаклать. Тĕплĕнрех кун пирки РФ Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн ертÿçи Людмила РЕДЬКОВА каласа пачĕ.
– Людмила Леонидовна, амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма мĕнле усă курма пулать;
– Саккунпа килĕшÿллĕн çапла усă курма пулать:
çурт-йĕр хăпартас е туянас тĕллевпе илнĕ кредитăн тĕп парăмне е проценчĕсене тÿлесе татма;
суту-илÿ килĕшĕвĕпе туянакан пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿлеме;
пая кĕрсе тăвакан строительствăра усă курма;
çурт-йĕре харпăр хăй вăйĕпе, подрядчиксем хутшăнмасăр çĕкленĕ тата тĕпрен юсаса çĕнетнĕ (реконструкци тунă) çĕре яма;
харпăр хăй тĕллĕн çурт çĕклеме (е реконструкци тума) тăкакланă укçа-тенке компенсацилеме;
пурăнмалли çурт-йĕр тăвакан кооператива хутшăнса малтанхи (вступительный) е пай взносне тÿлеме;
хваттер туянма е çурт тума кредит е кивçен илнĕ чухне (çав шутра ипотека кредичĕ те) пĕрремĕш взносне тÿлеме.
– Укçа-тенкĕпе хăçан усă курма юрать;
– Çурт-йĕр кредитне тата кивçенсене тÿлесе татма – ачан çул ÿсĕмне пăхмасăр. Пурăнмалли условисене лайăхлатмалли ытти çĕре – ача 3 çул тултарсан.
– Амăшĕн капиталĕпе перекредитовани (маларах илнĕ пысăк процент ставкиллĕ кредита тÿлесе татма илнĕ пĕчĕкрех процент ставкиллĕ кредит) тунă чухне тĕп парăма е процентсене тÿлесе татма пулать-и;
– Çапла. Сăмахран, малтан ипотека кредитне илнĕ. Унтан – маларах çурт-йĕр хăпартма е туянма илнĕ кредита тÿлесе татма тесе пайталлă условиллĕ тепĕр кредит. Анчах астутаратăп: перекредитование ача çураличчен тумалла.
– Договора сертификат хуçи çине мар, унăн мăшăрĕ çине тунă пулсан, унпа усă курма пулать-и;
– Хĕрарăм мăшăрĕ çурт-йĕре хăй туянать е хăпартать, çавăн пекех кредит килĕшĕвĕпе вăл кивçен илекен (заемщик) пулсан сертификатпа усă курма пултарать.
– Çурт-йĕре хăпартса çитермен пулсан амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕр кредитне тÿлесе татма юрать-и;
– Юрать. Çакăн валли патшалăх регистрацине е çурт-йĕре харпăр хăйĕн хăпартма ирĕк витĕр тухнă, пая кĕрсе строительствăра хутшăннине çирĕплетекен килĕшÿ кирлĕ.
– Амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕре подрядчик организацийĕсене хутшăнтармасăр хăпартма е юсаса çĕнетме усă курасси ялсенче анлă сарăлнă. Çакăн пек чухне укçа-тенке мĕнле куçараççĕ;
– Пурăнмалли çурта юсаса çĕнетме тата хăпартма укçа-тенке икĕ тапхăрпа куçараççĕ. Пĕрремĕш пайне строительство пуçлама параççĕ. Çакăн чухне çĕр, строительство ĕçĕсем тума ирĕк панине çирĕплетекен документсем пулмалла.
Юсав валли çĕнетекен çурт-йĕрĕн докуменчĕсем те кирлĕ. 2-мĕш пайне 1-мĕшне алла илнĕ хыççăн тепĕр 6 уйăхран куçарса параççĕ. Çакăн валли тĕп е юсав ĕçĕсем пынине çирĕплетсе памалла.
– Çурт-йĕре юсаса çĕнетме е хăпартма тăкакланă укçа-тенке хăçан компенсацилеççĕ;
– Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине палăртнă суммăпа килĕшÿллĕн пĕр вăхăтра уйăраççĕ. Кунпа пĕрлех хăпартнă çурт-йĕре харпăрлăха 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен маларах регистрацилемелле пулман. Юсаса çĕнетнĕ çурт хуçи хăçан пулса тăни пĕлтерĕшлĕ мар. Çурт-йĕре 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн юсаса çĕнетни кирлĕ.
– Ачаллă çемьесене пулăшма йышăннă хушма мерăсем пирки калакан саккуна июнь пуçламăшĕнче улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе займ илессипе çыхăннă. Кун пирки тĕплĕнрех калаймăр-ши;
– Çак мерăсене амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине алла илессине чарас тесе йышăннă. Çурт-йĕр туянма тата хăпартма илнĕ займсене тÿлесе татма тесе амăшĕн капиталĕпе усă курассипе çыхăннă требованисене çирĕплетнĕ. Вĕсене халĕ кредит тата микрофинанс организацийĕсем, потребительсен кооператив, çавăн пекех ытти организаци, ипотека договорĕпе çыхăннă обязательствăсене пурнăçа кĕртеççĕ пулсан, пама пултараççĕ. Кунсăр пуçне займ укçи-тенкине алла тыттармасăр заемщикăн банк счечĕ çине куçараççĕ.
– Хăш чухне амăшĕн капиталне илме ирĕк пуррине çирĕплетекен сертификат хуçисем капитал укçи-тенкипе усă курассипе çыхăннă йышăнăва вăрах вăхăт кĕтмеллине палăртаççĕ.
– Саккунпа килĕшÿллĕн йышăнăва амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе усă курасси пирки калакан заявление панă хыççăн 30 кунра кăлараççĕ. Çак вăхăтра тĕрлĕ ведомствăсене ыйтусем яраççĕ: Шалти ĕçсен министерствине – амăшĕ ачана хирĕç преступлени туни пирки сведенисем çук-и, опека тата ЗАГС органĕсене – амăшне ашшĕ-амăш прависĕр хăварман-и тата ачине такамран туртса илмен-и тесе. Енчен те çурт-йĕр туяннă пулсан, пурăнмалли çурт-йĕре хаклакан комиссие унта пурăнма юрăхлине палăртма ыйту яраççĕ. Кунсăр пуçне йĕрке хуралĕн органĕсене ултавла схемăсем тĕлĕшпе ыйту яма сăлтав пулма пултарать. Палăртнă срокпа килĕшÿллĕн ведомствăсен пире хуравсем ярса памалла. Вĕсене шута илсе йышăнусем кăларатпăр.
Çемьесем çак йышăнăва чăтăмсăррăн кĕтнине ăнланса çак процесс хăвăртрах пултăр тесе тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, 2013 çултанпа амăшĕн капиталĕпе усă курасси тĕлĕшĕпе йышăнăва вăтамран 22 кунра кăларатпăр.
– Укçа-тенке хăçан куçарса параççĕ;
– Саккунпа килĕшÿллĕн – икĕ уйăхран вăрах мар. Заявленипе йышăну кăлариччен пĕр уйăх, кредитсем, займсем, вĕрентÿ е строительство пулăшăвĕ паракан организацисене, çурт-йĕр сутаканăн счечĕ çине укçа-тенкĕ куçарма тепĕр уйăх иртет.