17 июля 2013 г.
Çулсерен ултавçăсен ĕç «мелĕсем» чеерех те ăстарах пулса пыраççĕ. Анчах мĕншĕн вĕсен серепине нумайрах та нумайрах çын лекет; Сăлтавĕ – çынсен финанс тĕлĕшĕнчен пĕлÿ сахалраххи тата хăш-пĕр финанс «продукчĕсен» шанчăксăрлăхĕ. Ултавçăсем чи кăмăлаканни вара – банк картти.
Каламалла, банк карттисене аван хÿтĕленĕ. Вĕсен суя копийĕсене тума, номерне е ПИН-кодне тавçăрма май çук та теме юрать. Çавăнпа та ултавçăсем карттăсем çинчен укçа вăрлама урăхла меслетсем шыраççĕ.
Сăмахран, сирĕн телефон çине банк карттине чарса лартни е унăн ĕç вăхăчĕ иртсе кайни, ПИН-кода улăштармалли тата ытти çинчен СМС-пĕлтерÿ килет. Анчах нихçан та каялла ан шăнкăравлăр. Мĕнле те пулин иккĕленÿ çуралчĕ-тĕк, банка кайса пĕтĕм ыйтусене татса парсан аванрах.
Енчен те СМС-ра кăтартнă телефонпа шăнкăравласан, ултавçăсем картта хуçине суйса-пăтратса хăйĕн ирĕкĕпех укçине тĕрлĕ телефон счечĕ çине куçарттараççĕ. Тĕлĕнмелле те, вĕсене ĕненекенсем сахал мар.
Е тата тепĕр чухне лавккасенче, кафесенче, ресторансенче е ытти учрежденисенче карттăпа тÿленĕ чухне улталанă тĕслĕхсем те пулнă.
Мĕнле асăрханмалла-ха шар курасран;
Нумай çул ĕçлекен, паллă банксен карттисемпе кăна усă курăр. Вĕсем клиентсен хăрушсăрлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Карттăпа çыхăннă операцисем çинчен пĕлтерсе тăракан СМС-хыпарсен тата он-лайн кабинет тивĕçтерĕвĕсемпе усă курăр. Çакă сирĕн карттăпа пурнăçлакан операцисене асăрхаса тăма май парĕ. Банк яракан çак пĕлтерÿсем мĕнле номертен килнине лайăх ас туса юлăр.
Хăвăр ПИН-кода никама та ан пĕлтерĕр. Банк ку информацие клиентран нихçан та ыйтмасть.
Сирĕн карттăн даннăйĕсене ыйтакан СМС-сене нихăçан та каялла ан хуравлăр.
Банкăн он-лайн кабинетне кĕмелли логинпа пароле те никама та пĕлтерме юрамасть.
Урамра мар, банк уйрăмĕнчи шалти банкоматсемпе усă курни шанчăклăрах. Вĕсем çине тĕрлĕ вăрттăн оборудовани лартма йывăртарах.
Карттăсемпе тимлĕ усă курмалла, çухатнине сиссен тÿрех банка шăнкăравламалла е килмелле, карттăна «хупса» лартма ыйтмалла. Банк телефонне пĕрмаях асра е ал айĕнче тытăр.
Шанчăклă, пысăк суту-илÿ сечĕсенче, салонсенче, авиакомпанисенче, отельсенче тата интернет-лавккасенче кăна карттăпа тÿлĕр.
Он-лайн мелĕпе тавар туянма уйрăм карттăпа усă курăр.
С.ИВАНОВ