Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт умĕнчи юмах

17 июля 2013 г.



Вăрнарти К.Маркс урамĕнчи 4-мĕш «а» çуртăн виççĕмĕш подъезчĕ умĕнче ирĕксĕрех чарăнса тăратăн. Ăнсăртран мар, кунта йĕркеленĕ юмах тĕнчи сисмесĕрех хăй ытамне туртать

Çакнашкал илеме тума нумай та кирлĕ мар: пуян фантази, ĕçченлĕх тата алă çыпăçни пултăр – вара темле япала та çĕнĕ пурнăçпа «пурăнма» пуçлать. Кунта та, ав, кивĕ покрышкăсемпе пластик савăтсем çеç мар, ал айĕнчи ытти япаласен те ĕмĕрĕ тăсăлнă.

Çурт умĕнчи палисадника чи малтанах кивĕ урапасенчен клумбăсем вырнаçнă. Хыççăн акăшсем «вĕçсе килнĕ». Кивĕ чашăксем шăна кăмпине çаврăннă. Хĕвел йăлтăртатса кулма пуçланă. «Вĕлле хурчĕсем» явăнма тытăннă. Патша майри Шапа «çыран хĕрне» тухса ларнă. Йывăç çинчи сехечĕ тĕп-тĕрĕс вăхăт кăтартать. Валентина Сергеевнапа Александр Викторович Веденинсен ырă пуçарăвĕ пĕтĕм подъезда чĕртсе-хавхалантарса янă: вĕсем те килти ĕмĕрне ирттернĕ япалисене иккĕмĕш пурнăç парнелеме шут тытнă. Покрышкăсене юнашар подъездра пурăнакан Иван Шегуров килсе панă. Александр Викторович вĕсене касма ятарласа болгарка туяннă. Сăрăсем туянма подъезчĕпех укçа пуçтарнă. Халĕ кунта ав тарăн калушсенче те, пукане кÿминче те, ача велосипечĕ çинче те чечексем ешереççĕ (вĕсене Елена Михайловна Войтенко ĕрчетет), пĕчĕк шăпăрлансем валли сĕтел те, çемçе пукан та пур.

– Кунтан илемлĕ чечек ăсталама пулать, – терĕ Александр Викторович Лидия Медведева йăтса тухнă кивĕ люстрăна çавăрса пăхнă май.

Çакнашкал пуçару ачасен воспитанийĕ çине те витĕм кÿрет, вăл ыттисен ĕçне хаклама вĕрентет, теççĕ кунта пурăнакансем.

Пур çынра та çакнашкал илемлĕх туйăмĕ пулнă пулсан Вăрнар тем пекех хитреленсе каймалла та. Шел те, нумайăшĕн çук вăл. Илемлĕх, тирпейлĕх, тасалăх ыйтăвĕсем вĕсене хумхантармаççĕ. Нумайăшĕнчен «ку пирĕн ĕç мар» тенине илтме пулать. Теприсем тата хăйсем пурăнакан вырăна хитрелетме мар, варалама кăна пултараççĕ. Илемĕ вара хамăр валли мар-и;..

С.ЧИКМЯКОВА

фото: http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=589&id=12964

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика