Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын шăпи

17 июля 2013 г.

Хĕвелтухăç енчи пĕр патшан пĕтĕм тĕнче халăхĕн историне пĕлес килнĕ. Ăсчах ăна 500 томран тăракан кĕнеке купи килсе панă. Патшалăх ĕçĕсем хăйĕн çине тиеннĕ май пĕр пушă вăхăт та пулман патшан. Вăл вара ăна çак 500 тома мĕнле май килнĕ таран кĕскетме хушать.

Тепĕр 20 çултан ăсчах патша патне таврăнать. Пĕтĕм тĕнче халăхĕн историне вăл мĕн пурĕ те 50 кĕнекене вырнаçтарнă. Анчах та патшан ватлăхĕ çитнĕ, çавăнпа вăл çак хулăн кĕнекесене вуласа тухма вăхăчĕ çитмесрен хăраса ăсчаха каялла ярать.

Татах тепĕр çирĕм çул иртет. Ватăлса, шурса-кăвакарнă ăсчах патшана пĕртен пĕр кĕнеке килсе парать. Кĕнекере тĕнчери пĕтĕм ăслă шухăшсем пулнă, çавсене патшан питĕ пĕлес килнĕ. Анчах та вилĕмĕ çывхарнă патшан çак пĕртен пĕр кĕнекене вулама та вăхăчĕ тăрса юлман.

Вара ăсчах тĕнчери халăхсен историне пĕр йĕркепех çапла çырать: «Çын тĕнчене çуралать, асапланать, унтан вилет».

ЧПУ студентки Кристина ДУБАНОВА куçарса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика