17 июля 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тунти кунхи планеркăра Вăрнар тăрăхĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревре пулни пирки тĕплĕн каларĕ. Вăл çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тата вĕсен территорийĕсене юсаса тирпей-илем кĕртес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. «Ку енĕпе ĕç пырать, – терĕ Леонид Григорьевич, – анчах, ăнланмалла, пĕтĕмпех пĕр вăхăтра пурнăçлама май килмест». Кăçал çак енĕпе Вăрнарта, Калининăра тата Çĕньял Хапăсра тимлемелле. Вăрнарăн хĕвел тухăç енче ача-пăча площадки хута ямалла т.ыт.те.
Канашлура РФ Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи Управленийĕн ĕç итогĕсемпе çак учреждени ертÿçи Людмила Редькова паллаштарчĕ. Районта 10243 пенсионер пурăнать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пенсин вăтам виçи 766 тенкĕ ÿснĕ, халĕ вăл 8219 тенкĕпе танлашать. Ултă уйăхра амăшĕн капиталĕ тĕлĕшпе патшалăх сертификатне илме Управление 125-ĕн заявлени тăратнă. Л.Редькова пĕлтернĕ тăрăх, районта страхлав тÿлевĕ енĕпе пысăк парăма кĕрсе кайнă предприятисем те пур.
Федераллă казначействăн Чăваш республикинчи Управленийĕн 4-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ Вера Никитина та кăçалхи ĕç-пуçпа паллаштарчĕ. Бюджет çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн уйăрса панă укçа-тенкĕ Вăрнар районĕнчи хăйсен адресачĕсем патне вăхăтра тата туллин çитнĕ.
Л.ИВАНОВА