15 июля 2013 г.
...Çак хăрушă вăрттăнлăх ăна мĕн ачаран канăç паман. Ун çинчен вăл хăй кăна пĕлет тесе шутланă.
Анчах йăнăшнă иккен. Тахçан пулса иртнĕ трагедие ялти мучи астăвать... Ĕç мĕнпе вĕçленнине «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» калава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.
Çакăн пек ятпа кăларнă та нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленĕ çĕнĕ кĕнекене. Унăн авторĕ – Чăваш профессилле писательсен союзĕн членĕ, Куславкка районĕн «Ялав» хаçачĕн тĕп редакторĕ, пирĕн ентеш – Туçи Çармăсра çуралса ÿснĕ Валентин Константинов. Ку унăн черетлĕ илемлĕ литература изданийĕ.
В. Константинов ача чухнех çырма пуçланă, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн ăсталăхне Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче туптанă. Унăн пĕрремĕш калавĕсем республикăра тухса тăракан «Тăван Атăл», «Ялав», «Капкăн» журналсенче, темиçе автор пĕрле кăларнă кĕнекесенче пичетленнĕ. «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» кĕнекене вăл тĕрлĕ çулсенче çырнă чи лайăх та интереслĕ произведенисене кĕртнĕ.
Автор хăйĕн калавĕсенчи тĕп геройĕсен шухăш-кăмăлне, юратăвне туллин уçса парать, вĕсем хăйсем те – пурнăçран илнĕскерсем, вулакансене çывăх сăнарсем. Ансат та чуна хумхантаракан чĕлхепе çырнă произведенисем пурне те кăсăклантараççĕ, шухăша яраççĕ...
Çĕнĕ кĕнеке «Çулăмри ÿкерчĕк» повеçпе пуçланать. Вăл çыннăн чи çутă та сăваплă туйăмĕ – юрату – çинчен каласа парать. Çак асамлă туйăм çамрăксен кăна мар, çулланнă çынсен те çуралма пултарать иккен...
Телейлĕ-и вăл, асаплă-и – пĕрремĕш юрату, кашни çыннăн хăйне евĕрлĕ, кашнин ун патне – хăйĕн çулĕ: тин çеç институт пĕтернĕ Артемăн та, вăтанчăк студентăн Миша Сорокинăн та, ялти хăюсăр трактористăн Ваççан та... Тĕплĕнрех вĕсем çинчен «Кĕвĕ», «Вăтанчăк йĕкĕт», «Пĕрремĕш сăмахсем» тата ытти калавсене те вуласа пĕлĕр.
Кĕнеке авторĕ кулăшла калавсем çырма та ăста. «Нуша кирпĕч», «Сариван», «Пуховăй качака», «Вăрăм Туна» калавсенче çынран ăшшăн тăрăхласа илни те, пурнăçри кулăшла ĕçсем те пур. Вулăр, кулăр – ÿкĕнмелле пулмĕ.
Н. БОГДАНОВА