15 июля 2013 г.
Май уйăхĕн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри çулсерен иртекен «Мăкăнь – 2013» профилактика операцийĕ старт илнĕ. Унăн тĕп тĕлевĕ – ÿсен-тăранран хатĕрлекен наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне чарса лартасси, мăкăньпе кантăр ÿстерекен вырăнсене тупса тĕп тăвасси. Йăлана кĕнĕ тăрăх, операци икĕ тапхăрпа иртет: пĕрремĕшĕ – май уйăхĕн 27-мĕшĕнчен июлĕн 31-мĕшĕччен, иккĕмĕшĕ – августăн 1-мĕшĕнчен октябрĕн 20-мĕшĕччен. Пĕрремĕш тапхăрта йĕрке хуралçисем мăкăне, кантăра е наркотик пур ытти ÿсен-тăрана ÿстерекен вырăнсене тупса палăртассипе тимленĕ май, пушă ларакан хуçалăхсенчи тата усă курмасăр выртакан çĕр пайĕсене тĕрĕслессине ытларах тимлĕх уйăраççĕ. Иккĕмĕш тапхăрăн задачи – наркотиксене хамăр района кÿрсе илекен çул-йĕрсене хупасси, мăкăнь тунисене тата кантăр сутакан, ку ÿсĕн-тарăнсене наркотик тума пухакан çынсене тупса явап тыттарасси.
Операци йĕркипе районти полици сотрудникĕсем те кам та пулин наркотик ÿстерме пултаракан пушă çĕрсене тата пахчасене тĕрĕслеве илнĕ, тăтăшах профилактика рейчĕсене тухаççĕ.
Çак вăхăтра вĕсем граждансемпе калаçусем ирттерсе уйрăм хуçалăхсенчи пахчасенче мăкăнь пулмалла маррине ăнлантараççĕ. Сăмахран, наркотиклă япаласем пур ÿсен-тăрана пысăк виçепе саккунсăр майпа ÿстернĕшĕн РФ Уголовлă кодексĕн 231-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе икĕ çул таран, 2-мĕш пайĕпе сакăр çул таран ирĕкрен хăтарма пăхнă.
Пĕлтĕр акă çуллахи-кĕркуннехи тапхăрта Кÿлхĕрринче, Çĕрпелте тата Санарпуçĕнче мăкăнь пухса çÿренĕ виçĕ наркомана тытса чарнă. Виççĕшĕ те хамăр тăрăхрисем мар: Шупашкартан, Çĕмĕрлерен тата Канашран. Арçынсем тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 228-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.
Пĕлтĕрхи декабрĕн 11-мĕшĕнче оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче Вăрнарта йĕрке хуралçисен аллине хăйĕн машининче наркотиклă хутăш илсе çÿренĕ арçын лекнĕ. Пĕтĕмĕшле вара иртнĕ çул наркотикпе минренĕ 23 çынна тытса чарса административлă явап тыттарнă (вĕсен шучĕ 360 процент ÿснĕ). Çак шутран 10-шĕ – хамăр район çыннисем.
Шел те, наркотикпе усă куракансен шучĕ çулсерен ÿсет: шалти ĕçсен пайĕнче 20 çынна шута илнĕ, больницăра тăваттăн диспансер асăрхавĕнче учетра шутланаççĕ. Полици сотрудникĕсем вĕсене пĕрмаях килĕрен тĕрĕслесе тăраççĕ.
Граждансене те тимлĕрех пулма ыйтатпăр. Сирĕн пулăшу полици ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Енчен те пахчасенче е ялхуçалăх çĕрĕсем çинче темĕн шыраса çÿрекен, хăйсене шанчăксăр тытакан (наркотикпе анранă пек туйăнакан) çынсене асăрхасан, полицие пĕлтермелле. Çыхăнмалли телефонсем: 2-50-02, 89278650732, 89603062268.
А.СОРОКИН