15 июля 2013 г.
Вăрман Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен паллă тĕпчевçин, профессорăн, филологи наукисен кандидачĕн Семен Петрович Горскин чăваш чĕлхин аталанăвĕнчи тÿпи пысăк. Ентешсем ăна манмаççĕ, ăна халалласа çулсеренех вырăнти шкулта наукăпа практика конференцийĕ ирттереççĕ.
Ăсчахăн ячĕ, ĕçĕсем вилĕмсĕр пулнине халĕ вăл çуралса ÿснĕ кил вырăнĕнче вырнаçнă Асăну хăми те аван çирĕплетет. Ăна уçма пулăшнăшăн эпĕ Уйкас Кипек ял поселенийĕн пуçлăхне Александр Петрова, Вăрман Кипекри шкул директорне Татьяна Петрована тата коллективне, укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн Сергей Кошкина чĕререн тав тăватăп. Çамрăк ăрăва пирĕн кукка пекех ăслă, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсме, вĕренме ăнтăлма сĕнетĕп.
Нина Антонова