15 июля 2013 г.
Уйкас Кипекре пурăнакан Валентин Емельянович Емельянов фашистсемпе çапăçса паттăрла вилни çинчен «хура хут» тăван яла 1943 çултах килнĕ. Тавах Турра, ниме пăхмасăрах, мĕнпур йывăрлăхсене тÿссе ирттерсе, аманнă хыççăн ура çине тăрса, çĕнтерÿçĕ-салтак ашшĕ-амăшĕн килне чĕрĕ таврăннă. Ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ачасене пĕлÿ тата воспитани парассипе ырми-канми тимленĕ, мăшăрĕпе çирĕп çемье çавăрса тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, ял-йышра хисеппе ят-сум çĕнсе илнĕ.
Июлĕн 8-мĕшĕнче вăрçă участникĕ 90 çул тултарчĕ. Апла пулин те хăйне маттур тытать вăл, ывăлĕн çемйипе пурăнаканскер вăй çитнĕ таран кил тĕрĕшĕнче те пулăшкалама тăрăшать. Хăй вилни çинчен пĕлтернĕ «хура хута» Валентин Емельянович пурнăç тăршшĕпех хăйне евĕр талисман пек упрать.
Вăрçă нуши-тертне çамрăклах курма тивнĕ унăн. Пĕтĕм халăх пĕрлешсе ирсĕр тăшмана хирĕç тăнă вăхăтра вун саккăрти каччă та фронта 1942 çулхи май уйăхĕн 3-мĕшĕнче шкул пĕтерсенех тухса кайнă.
Ленинград фронтне лекнĕ, хулана хÿтĕлесе юнлă çапăçусене снайпер пулса хутшăннă. Шăпах вĕсенчен пĕри хыççăн Валентин Емельянов çĕршывшăн пуçне хуни çинчен ашшĕ-амăшне хыпарланă та. Пĕртен-пĕр ывăла ÿстерекенсене хурлăхлă хыпар пуçĕпех çапса хунă. «Вилнĕ» ывăлĕ каярахпа киле тĕрĕс-тĕкел таврăнсан ашшĕ-амăшĕ ăна палламан та иккен, хăйсем куçпа курнине те чылай вăхăт ĕненмен. Валентина вилнисен шутне кĕртни вара вăл разведкăран вăхăтра чаçе çаврăнса килменнипе çыхăннă пулнă. Йывăр аманнăскер хăйне çухатнă хыççăн виçĕ талăкран кăна аран-аран çитнĕ. Çак вăхăтра сурансем сурнине чăтса, хытă çăкăр кăна кăшласа сывă юлнине аса илни ветеранăн чĕрине паянхи кун та ыраттарать.
Госпитальте сипленнĕ тата ашшĕ-амăшне килсе курнă хыççăн Валентин Емельянович каллех фронта таврăннă. Совет çарĕн йышĕнче Курск пĕккинче фашистсене хирĕç çапăçнă, тăшман танкĕсене тĕп тунă. Çавăн пекех Беларуçе, Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсене ирĕке кăларма хутшăннă. 1944 çулта, Ригăран тăшмансене хăваласа кăларсан, тинĕс пехотинецĕ пулса тăнă, Финляндире службăра тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршыв вăрçин I степень орденĕпе тата 16 медальпе чысланă.
Тăван яла Валентин Емельянова Аслă Çĕнтерÿ хыççăн виçĕ çултан кăна çаврăнса çитнĕ. Маттур салтака вăрçă вĕçлениччен тинĕс çар училищине вĕренме янă, каярахпа вăл Владивостокра службăра тăнă.
Шупашкарта учительсен курсĕсене пĕтернĕ çамрăк мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех 43 çул Вăрман Кипекри шкулта ачасене пĕлÿ панă. Мăшăрĕ Мария Ефимовна та пурнăçне педагогика ĕçне халалланă: пуçламăш шкулта чи пĕчĕккисене вулама-çырма хăнăхтарнă. Ялти хисеплĕ мăшăр 4 ывăлпа икĕ хĕр ÿстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ те, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех хастар, пултаруллă çынсем, вĕсен ятне çÿлте тытаççĕ.
Валентин Емельяновича 90 çул тултарнă тееймĕн. Çаплипех килти ĕçсене хутшăнать: кроликсем, вĕлле хурчĕсем пăхать.
2010 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче ветеран Санкт-Петербургри Çарпа истори музейне çитсе курма та вăй çитернĕ, курава хутшăннă. Кунти ÿнер ĕçĕсен хушшинче Валентин Емельяновичăн мăнукĕ ÿкернĕ портречĕ те çакăнса тăрать. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксен ячĕсен музейра упранакан списокĕнче хăй те пуррине курса ĕненнĕ вăл.
Апла пулин те шăпа вăрăм кун-çул пÿрнĕ ветерана – 90 çул урлă каçнă пулин те аптрамасть. Çывăх çыннисем – 4 ывăлĕпе кинĕсем, 2 хĕрĕпе кĕрÿшĕсем, 14 мăнукĕ, 10 кĕçĕн мăнукĕ тата тăванĕсем – Валентин Емельяновича пĕтĕм чун-чĕререн сумлă юбилейпе саламлаççĕ, тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунаççĕ.
И.ЯКОВЛЕВА