15 июля 2013 г.
Район администрацийĕн загс пайĕн регистраци залĕнче тунтикун Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç.
Загс ĕçченĕсем уява пĕр-пĕрне юратса çирĕп, телейлĕ пĕрлĕх йĕркеленĕ, ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ «ылтăн» çемьесене чыслама чĕннĕ.
«Пирĕн районта килĕшÿре те юратура пурăнакан хисепе тивĕçлĕ çемьесем сахал мар. Нимле йывăрлăхсене пăхмасăрах вĕсем хăйсен юратăвне, чĕресен çамрăклăхне, пĕр-пĕрне парăннине тата шанчăклăха сыхласа хăварма пултарнă. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулччăр вĕсем», – терĕ загс пайĕн пуçлăхĕ Алевтина Степанова пурне те Петрпа Феврония çветтуйсен кунĕ ячĕпе саламласа.
Пăваялĕнчи Нина Ананьевнăпа Степан Иванович Кудрявцевсем акă 55 çул ытла пĕрле, ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра вăй хунă. Виçĕ ача пăхса ÿстернĕ, халĕ 6 мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнукĕ – куç тулли савăнăç. Шăпах Кудрявцевсен Валерий ывăлĕпе мăнукĕ районти культура çурчĕн артисчĕсемпе пĕрле шăрантарнă юрăсем уява уйрăмах илемлетрĕç.
Çăлкас Кăкшăмри Рима Арсентьевнăпа Эммануил Сергеевич Ластухинсен пĕрлехи çемье «стажĕ» 51 çул ытла. Тăван хуçалăхра вăй хунăскерсен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри иккĕшĕн пĕрлехи ĕç «стажĕ» 80 çултан иртсе кайнă. Рима Арсентьевна «Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ, депутатсен районти пухăвĕн депутачĕ пулнă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ мăшăрĕпе иккĕшĕ, 17 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнук вĕсен.
Анаткас Хапăсри Лия Петровнапа Александр Валерьянович Федоровсем ытти çемьесемпе танлаштарсан çамрăкрах-ха, апла пулин те 30 çул çемье çирĕплĕхне тытса пыраççĕ. Икĕ ачишĕн – ырăлăхпа тĕрĕслĕх тĕслĕхĕ, ял-йышра та хăйсен сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе хисеп çĕнсе илнĕ.
Екатерина Тимофеевнăпа Семен Ильич Ильинсем 1963 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче пĕр çемье чăмăртанă. Пÿрт-çурт лартса поселокра тĕпленнĕ. Семен Ильич яваплă ĕçре – Перкет банкĕн водитель-инкассаторĕнче – 70 çулччен тимленĕ, Екатерина Тимофеевна 35 çул – çĕвĕ фабрикинче. Çав тери туслă мăшăр теççĕ вĕсем пирки пурте.
Кудрявцевсен, Ластухинсен тата Федоровсен çемйисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕ, пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса тата нумай çул килĕштерсе пурăнма сунчĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те саламласа парнесемпе чысларĕç.
Загс пайне килеймен тепĕр мăшăра – 67 çул ытла пĕрле пурăнакан Мария Яковлевнăпа Михаил Платонович Платоновсене – медальпе килте наградăланă.
И.ЯКОВЛЕВА