Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев – Вăрнар тăрăхĕнче

15 июля 2013 г.

Республикăра тĕрлĕ проектсемпе социаллă программăсене пурнăçа кĕртме муниципалитетсене вырăнти тата федераллă бюджетсенчен çулсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Вĕсемпе чăннипех тĕллевлĕ – çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, çивĕч ыйтусене татса пама – усă курнине вырăнта пăхса тухма Чăваш ен Пуçлăхĕ чылай районта пулнă.

Кĕçнерникун Михаил Игнатьев Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕ, ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ.

Калининăри вăтам шкулта республика Пуçлăхĕ коллектив çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. Палăртмалла, мĕн курнипе кăмăллă юлчĕ.

Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне модернизацилессипе çыхăннă мерăсен комплексĕн йĕркипе шкула тĕплĕ юсав ирттерме кăçал пĕр миллион тенкĕ уйăрса панă. Пулăшăва тÿрех ĕçе янă: классемпе коридорсенчи чÿречесене ăшăрах та хăтлăхрах пулма пластик профильлисемпе улăштарнă, пÿлĕмсенче те юсав ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех. Иртнĕ çул калининăсем спорт, медицина, вĕрентÿпе производство, компьютер оборудованийĕсене, вĕрентÿ литературине пĕтĕмĕшле 970 пин тенкĕлĕх тивĕçнĕ. М.Игнатьев вĕрентекенсене патшалăх пулăшăвĕпе тимлĕ усă курнăшăн, пур ĕçре те хастар та малта пулнăшăн мухтарĕ.

Тĕрĕссипе, Татьяна Ефимова директор ертсе пыракан Калининăри вăтам шкул республикăра кăна мар, Пĕтĕм Раççейĕпе ят-сума тивĕçнĕ. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем хăйсем те – çулсерен тĕрлĕ пысăк конкурссен, ăслăлăх конференцийĕсен çĕнтерÿçисем. Патриотизмлă воспитани парасси уйрăмах çÿллĕ шайра. Пĕлтĕр кадет класĕ Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕршыври ытти регионсенчи ушкăнсенчен пуринчен мала тухма пултарулăх тата пĕлÿ çитернĕ. «Патриотизм воспитанийĕ урлă эсир ачасене йывăрлăхсене çĕнтерме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентетĕр. Апла пулсан эсир вĕсене тĕрĕс çул-йĕрпе илсе пыратăр», – ырларĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ.

Учительсен коллективĕн опытне тата ăсталăхне курса, кунтан ачасем тарăн пĕлÿллĕ тата яваплăха ăнланакан, хастар çынсем пулса тухнине пĕлсе Калинино шкулне ачасене вĕренме ярас текенсем тавралли ялсенчен те нумай. Анчах вĕсене пурне те йышăнма йывăр – çĕнĕ классем валли вырăн çитменни тахçантанпах пăшăрхантаракан çивĕч ыйту.

Халĕ ку кăткăс ыйтăва татса парас шанăç пур. Татьяна Ефимова директор пĕлтернĕ тăрăх, унăн шкулта мĕн ертсе пыма тытăннăранпа тĕвĕленнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçа кĕме пултарать. Çитес çулсенче шкул çумне хушма çурт хăпартасшăн, проект тăрăх унта 8 класс пÿлĕмĕ тата спорт залĕ вырнаçмалла.

Михаил Игнатьев та ачасене хăтлă условисенче вĕренме май туса пама влаç енчен пуренлĕ пулăшупа тивĕçтерме тăрăшмаллине каларĕ.

Малалла Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçлĕ визичĕ Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче тăсăлчĕ. Предприяти ертÿçи Федор Волков Михаил Игнатьева сĕт продукцине туса кăларас технологи процесĕн пĕтĕм çул-йĕрĕпе – сĕте йышăнса хатĕр продукцие чĕркемличченех – тĕплĕн паллаштарчĕ. Предприяти хамăр тăрăхра, Патăрьел, Муркаш, Етĕрне районĕсенче халăхран 120 тонна енне сĕт пухса кунсерен продукци туса кăларать. Сĕт-çу рынокĕнче конкурентлăха çухатас мар, ассортимента пуянлатас тесе предприяти реконстукципе модернизаци енĕпе инвестициллĕ проекта хутшăнать. Çĕнĕ технологи линийĕсене кăçал август уйăхĕнче ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ. Проектпа 20 çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма пăхнă. Пысăк вăй-хăватлă оборудовани сĕт-çу продукцине икĕ хут ытларах кăларма май парĕ. Çав шутра – унччен кунта кăларманнисем те лавккасен сентрисем çине тухĕç. Проектăн малашлăхĕ пысăк – хывнă укçа-тенкĕ вăтамран 5 çултан саплашăнмалла.

Михаил Игнатьев халăхран пухакан сĕт хакĕпе кăсăкланчĕ. Выльăх-чĕрлĕх усракансем тупăш илме пултарччăр тесен хака чакарса яма юраманнине палăртрĕ.

«Санары» агрофирмăра иртнĕ калаçу çанталăк шăрăх тăни ял хуçалăх культурисене туса илессине япăх витĕм кÿни пирки пычĕ. Агрофирмăн техника паркĕнче çĕр айне вырнаçтарнă ятарлă датчик акă июнĕн 15-мĕшĕнчен пуçласах çĕр типсе кайнине кăтартать – июлĕн 9-мĕшĕчченех пĕр тумлам çумăр та ÿкмен. Хуçалăхăн çурхи тулă ÿсекен уйне çитсе курнă май, Михаил Игнатьев типĕ çанталăк шар кăтартман-тăк кунта тухăç çав тери лайăх тухмалаччĕ терĕ. Халĕ вара çакă иккĕлентерет.

«Çутçанталăк çулсеренех тĕрлĕрен «кутăнлашать». Унăн вăй-хăватне улăштарма е чарма эпир пултараймастпăр. Çавăнпа та унпа «çураçса» ĕçлеме вĕренмелле, ял хуçалăх культурисене ÿстерес ĕçре çанталăк условийĕсене кура агротехника мелĕсемпе усă курмалла», – терĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ агрофирмăра мехпарка çĕнĕ йышши техникăпа пуянлатнине ырларĕ, тырпул пухса кĕртме хатĕррине аван хакларĕ.

Вăрнар поселокĕнче вăл 50 хваттерлĕ çурт строительстви пыракан объекта çитсе курчĕ. Çурта «Вурнарская» МСО общество хăпартать, унти 11 хваттер социаллă программăсене хутшăнакан граждансене тивĕçĕç.

Ĕçлĕ визит йĕркипе иртнĕ тĕл пулусене пĕтĕмлетсе республика пуçлăхĕ район активĕпе канашланă, сăмах РФ Президенчĕн В.Путинăн пĕлтĕрхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи указĕсене пурнăçласси пирки пынă. Канашлăва çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР ял хуçалăх тата строительство министрĕсем Сергей Павловпа Олег Марков хутшăннă.

И.ЯКОВЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика