10 июля 2013 г.
90 çул – малашлăха пăхса
Вăрнар райповĕ паян – çирĕп ĕçлекен, вăхăт ыйтнă пек аталанакан, техника базипе пуян хуçалăх пĕрлĕхĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп енĕсем, 90 çул йĕркеленнĕ йăлапа, апат-çимĕçпе тата ытти таварпа суту тăвасси, обществăлла апатланăва пахалăхлă тивĕçтересси. Анчах райпо коллективĕ ял халăхĕн кулленхи ыйтăвĕсене татса парас, пайçăсен пурнăç шайне ÿстерме пулăшас тесе çĕнĕрен те çĕнĕ майсем шырать.
Хамăр районти кооператорсемех акă суту-илÿпе обществăлла апатлану енĕпе тимленипе анчах çырлахмаççĕ, çăкăр, кондитер изделийĕсем пĕçереççĕ, çурма фабрикатсем тата ытти продукци хатĕрлеççĕ, çĕр ĕçченĕсенчен ял хуçалăх таварне пухаççĕ, аптекăсен ĕç-хĕлне, ветеринари эмелĕсене сутассине пуçарса янă тата ытти те.
Тĕрĕссипе, райпо ялсенчи çынсен пурнăçне çăмăллатассине уйрăмах тĕпе хурса ĕçлет тесен те йăнăш мар. Халăха кÿрекен тивĕçтерÿсен тĕсĕсем çулсерен анлăрах та анлăрах. Çитĕнÿ никĕсĕ вара – пĕр пек шутлакан, пĕтĕçсе ĕçлеме пултаракан, профессионаллă специалистсенчен йĕркеленнĕ коллектив.
«Çур çулхи кăтартусене туллин пĕтĕмлетмен-ха, анчах кăçал хăш-пĕр ÿсĕмсем кăмăла çĕклеççĕ. Обществăлла апатлану енĕпе тимлекенсене мухтас килет, çак тапхăра палăртнă плана вĕсем 100 проценчĕпех тултарма пултарнă. Суту-илÿ енĕпе те кăтартусем япăх мар, аптекăн тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ те лайăх. Ветеринари аптеки плана 24,5 процент ирттерсе тултарнă. Хальхи çивĕч конкурентлăхра райпо экономика анлăшĕнче хăйĕн вырăнне çирĕп йышăннине кăтартаççĕ çак цифрăсем», – пĕлтерчĕ Вероника Виссарова председатель. Плансене пурнăçлама, çулталăка тупăшлă вĕçлеме чăнах та çăмăл маррине пытармасть ертÿçĕ. Конкурентлăх çав тери пысăк, уйрăм предпринимательсем уçакан çĕнĕ лавккасен е производство цехĕсен шучĕ кунсерен ÿсет. Апла пулин те районти пĕтĕм тавар çаврăнăшĕн пĕчĕк мар пайĕ – Вăрнар райповĕн тÿпи. Тавар ассортиментне анлăлатнăран, лавккасен «ăш-чикне» те, «сăн-питне» те улăштарса илемлетнĕрен, çынсене тавара суйлама меллĕ пултăр тесе самообслуживани йĕрки çине куçнăран туянакансем Вăрнар райповĕн лавккисенех кăмăллаççĕ.
Пытармăпăр, уйрăм предпринимательсемпе пысăк суту-илÿ сечĕсем таçти аякри ялсенче лавккасем уçса аппаланмаççĕ: хăвăрт тупăш паман ĕç вĕсемшĕн интереслĕ мар. Вăрнар райповĕ вара, çакнашкал лавккасене тытса тăма кăткăс тата тăкаклине пĕлсех, вĕсене хупассишĕн çунмасть. Пачах тепĕр майлă: лавккасене юсасах тăрать, çынсене кунсерен кирлĕ пĕтĕм япалана кÿрсе килет. Урăхла каласан, район центрĕнчен аякра пурăнакансем хăйсене кирлĕ тавара вырăнта хăть хăш вăхăтра туянма пултарччăр тесе тăрăшать.
Ялти лавккасенчен кăçалхи çур çулта Тимĕрçкассинчи, Иртеменкассинчи, Кайри Тукайри, Хураçырмари суту-илÿ çурчĕсем тавар çаврăнăш, тупăшлăх планне тултарнă. Çавăн пекех поселокри «Кил-çурт таварĕсем», «Тумтир тата атă-пушмак», «Ветеран» магазинсене те В.Виссарова чи ÿсĕмлĕ вăй хуракансен йышĕнче асăнчĕ.
Обществăлла апатлану заведенийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе Вăрнар райповĕ республикăра яланах малти вырăнсенче пулни те ахальтен мар. Вĕсене халăх кăмăлласа çÿрет, туйсем-юбилейсем е ытти уявсем ирттерме залсене чылай маларах çырăнса йышăнаççĕ. Тутлă апат-çимĕç, клиентсемпе ăшă кăмăлпа калаçни, хăтлă та илемлĕ залсем – çакă пĕтĕмпех илĕртет те райпон кафе-столовăйĕсене. Райпо тытăмне кĕрекен 10 апатлану предприятийĕнчен улттăшĕ çур çула лайăх тупăшпа тухнă. «Огонек» ресторанăн, «Центральное» кафен, «Пончиковая», «Кулинария», 6-мĕш тата 4-мĕш закусочнăйсен – чи пысăк кăтартусем. Хăрпăр хăй продукцине, çурма фабрикатсем, салатсем, пĕçернĕ аш-пăш хатĕрлесе сутассипе «Пончиковая» закусочнăй тата «Центральное» кафе пур енĕпе те плансене туллин тултарса мала тухнă.
Вăрнар райповĕн малашлăх тĕллевсем татах та пысăк. Районти кооператорсем лавккасене юсаса çĕнетессипе, столовăй-кафесене хăтлăрах тăвассипе тимлесшĕн, производствăна çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатасшăн, тивĕçтерÿсен çĕнĕ тĕсĕсене çынсене сĕнесшĕн.
Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене – чыс-хисеп
Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче нумай çул ырми-канми тимлекенсене, çĕнĕ шухăшсене ĕçе кĕртсе палăрнисене, ĕç кăтартăвĕсемпе малта пыракансене уяв тĕлне сумлă наградăсемпе чысларĕç.
Альбина Марышева правлени председателĕпе Любовь Дормидонтова пекарь акă «Раççей потребительсен кооперацийĕнчи тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн» паллăна тивĕçрĕ. Нина Порфирьева бухгалтера, Надежда Кочановăпа Алевтина Якимова сутуçăсене потребительсен кооперацийĕнче 20 çул, 25 çул, 30 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ятарлă паллăсемпе наградăланă. Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Хисеп грамотин «хуçи» – чи нумай çул вăй хуракан сутуçăсенчен пĕри, Людмила Мучкова. Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотисене илме тивĕçнисем виççĕн – çăкăр завочĕн производство заведующийĕ Надежда Асонова, Мальвина Савельева поварпа Надежда Сорокина товаровед. Чăвашпотребсоюз Канашĕн Тавне склад заведующийĕ Надежда Иванова йышăнчĕ. Çавăн пекех Светлана Данилова оператора РФ потребительсен кооперацийĕн ветеранĕсен, Лариса Исакова сутуçăна ЧР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕсен йышне, Валентина Зиновьева сутуçăн ятне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Галина Ильина кондитер – Раççей кооператив юхăмĕн çамрăк лидерĕсенчен пĕри.
Уяв сцени çинче çавăн пекех «Центральное» кафе ертÿçине Валентина Ивановăна «Чăвашпотребсоюзăн чи ăста поварĕ», ветеринари аптекин коллективне (заведующийĕ Анна Васильева) – «Чăвашпотребсоюзăн чи лайăх ветеринари аптеки», «Круглосуточный» лавкка коллективне (Лариса Исакова) «Вырăнти таварсене сутакан чи лайăх лавкка» дипломсемпе чысларĕç. Вăрнар райповĕн «Елена» обществин директорĕн заместителĕ Елена Иванова «Суту-илÿри чи пултаруллă менеджер» республикăри конкурсра мала тухма пултарнă – унăн аллинче те сумлă диплом.
Кунсăр пуçне виçĕ лавккан коллективĕсем район администрацийĕн, пиллĕк çын Вăрнар райповĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Райпо уявĕнче савăнчĕç
Эрне кун поселокăн тĕп площадĕнче çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, вăйă-кулă çурçĕрчченех хуçаланчĕç, юрă-кĕвĕ тавралла илемлĕн те хаваслăн юхрĕ, суту-илÿ ĕçченĕсем пурне те техĕмлĕ апат-çимĕçпе пĕтĕм кăмăлтан сăйларĕç. Каçхине Вăрнар çийĕн пĕлĕте тĕрлĕ тĕссемпе çутатса фейерверк илемлетрĕ. Çапла чаплă уявпа Вăрнар райповĕн ĕçченĕсем икĕ юбилейлĕ датăна – Чăваш потребительсен кооперацийĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул тата Вăрнар райповĕ хăйĕн ĕç-хĕлне пуçарса янăранпа 90 çул çитнине сумлăн паллă турĕç. Райпо кунĕ мĕн пур район çыннисемшĕн пысăк парне пулса тăчĕ.
Уяв Вăрнар райповĕ поселокра пурăнакансем валли хатĕрленĕ тепĕр хăйне евĕрлĕ парнепе уçăлчĕ. Халăхра «Дежурнăй» ятпа лайăх пĕлекен лавкка халĕ туянакансене хăйĕн çĕнелнĕ сăн-сăпачĕпе кĕтсе илет. Кунта шал енчен те, тулашĕнчен те тĕплĕ юсав ирттерсе илĕртÿллĕ сăн кĕртнĕ, дизайнне улăштарнă, таварсен ассортименчĕ тата пуянрах – талăкĕпех ĕçлекен лавкка паян хăть камăн кăмăлне туллин тивĕçтерме пултарать. Райпо кунне хутшăннă хăнасем – Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тата ыттисем – çĕнелнĕ лавккан пĕрремĕш туянаканĕсем йышĕнче пулса кунти улшăнусене ырласа палăртрĕç.
Уявăн официаллă пайĕ поселокăн тĕп площадĕнче тăсăлчĕ. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов Вăрнар райповĕн ĕçченĕсене аталанăва чакармасăр ĕçленĕшĕн, çынсен пурнăçне çăмăллатас-лайăхлатас тĕллеве ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн мухтарĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев Вăрнарти кооператорсен пĕрлĕхĕ мĕн йĕркеленнĕренпе, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчен пуçласа, район экономикин аталанăвĕнче курăмлă вырăн йышăннине уйрăммăн палăртрĕ. «Районти потребительсен обществин аталанăвĕн çул-йĕрĕ яланах çăмăл пулман, апла пулин те малаллах талпăнма çĕнĕ çул-йĕрсем, меслетсем шыранă. Çавăнпа та хальхи райпо ĕçченĕсене хăйсен аслă ĕçтешĕсен йăли-йĕркисене тытса пырса райпо ят-сумне тата çÿлерех çĕклеме сунатăп», – терĕ вăл. Вăрнар райпо Канашĕн председателĕ Вероника Виссарова мĕн пур район çыннине хăй ертсе пыракан коллектива шаннăшăн – райпо сĕнекен тавара тата вырăнти цехсенче туса кăларакан пахалăхлă продукцие суйласа илнĕшĕн, тивĕçтерĕвĕсемпе усă курнăшăн – тав турĕ.
Праçнике «Асамат» эстрада ушканĕ янăравлă юрăсемпе тата хÿхĕм ташăсемпе татах та илем кÿчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем концерт курса киленнĕ вăхăтра ачасене те тунсăхлама вăхăт пулмарĕ – хаваслă клоунсем пĕчĕккисене тĕрлĕрен вăйăсене, ăмăрту-конкурссене явăçтарчĕç.
Вăрнар райповĕн поселокăн тĕп площадьне вăхăтлăха «куçнă» лавккисем, апатлану предприятийĕсем куракансене уявран аякка пăрăнмасăр шашлăкпа, тĕрлĕ ĕçме-çимепе сăйланма, кил тĕрĕшре кирлĕ таварсем туянма май пачĕç.
Вăрнар райповĕн 90 çулхи юбилейне халалласа каçхи тÿпене янă салют уявăн чи илемлĕ те яланлăх асра юлакан асамлă саманчĕ пулчĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
фото: http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=589&id=12345