08 июля 2013 г.
Çамрăксенче – аталану пуласлăхĕ
Вĕсем пултаруллă ĕçлеме кăна мар, усăллă канма та пĕлеççĕ. Пушă вăхăта, канмалли кунсене час-часах спорт площадкисенче ирттереççĕ. Камсем тетĕр çак маттурсем; Вăрнар тата Калинино райповĕсен ĕçченĕсем
Тĕрĕссипе, Чăвашпотребсоюзĕ райпо ĕçченĕсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттерессине тахçанах ырă йăлана кĕртнĕ. Çак пулăм хăйĕн ятне те çирĕплетнĕ ĕнтĕ – ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерекен корпоративлă хастар кану. Потребкоопераци ĕçченĕсем тата предпринимательсем хушшинче иртекен спартакиада чылай тĕсе пĕрлештерет: шашка, шахмат, волейбол, мини-футбол, бадминтон, шывра ишесси...
Вăрнар райповĕн «Центральное» кафе ĕçченĕсем Валентина Ивановапа Татьяна Никитина час-часах «Химик» стадионти тренажерсем çинче ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Вĕсем – пуç пулса тăракан пĕрлешÿ ирттерекен спартакиадăра тăван райпо чысне хастар хÿтĕлекенсем. Валентина темиçе тĕсре те хастар: бадминтон ăста вылять, шашка енĕпе маттур, чупать. Хальлĕхе спартакиадăсенче малти вырăнсене йышăнман пулин те ăсталăха тăтăшах туптать. Хăй вăхăтĕнче Туçи Çармăсри физкультура учителĕсем Людвиг Степанович Матвеев тата Борис Алексеевич Соловьев ăс парса пынипе вăл çăмăл атлетикăпа çывăх пулнă, ку енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те тултарнă. Шел, шкултан тухсан ку тĕсе унра аталантаракан пулман.
Çапах та Валентина хăйĕн профессийĕнче ăста. Вăл ертсе пыракан кафе район çыннисене, хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Вăр-вар та пултаруллă хĕр кирек мĕнле çимĕçрен те тĕлĕнмелле тутлă блюдăсем хатĕрлеме пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал апрель вĕçĕнче Чăваш енре коопераци юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалланă Форумра ирттернĕ конкурсра «Чи лайăх повар» ята çĕнсе илнĕ. Ĕнер вара, потребкоопераци ĕçченĕсен районта йĕркеленĕ профессиллĕ уявĕнче, ăна грамотăпа, медальпе чысланă.
Татьяна Никитинапа Антонина Ежова – иккĕшĕ те кафе поварĕсем – час-часах Йĕпреçе бассейна çÿреççĕ. Ăнсăртран мар – спартакиадăра вĕсем райпо чысне шăпах ку тĕсре хÿтĕлеççĕ. Арçынсен ишевĕнче старта Сергей Распутин компьютерщик тухать.
Шел, пысăк коллектив район шайĕнчи массăллă ăмăртусенче командăсем тăратмасть. Çапах та уйрăм ĕçченсем вăл е ку тĕспе туслă. Райпо канашĕн ертÿçи Альбина Марышева шашкăлла ăста вылять. Хуçалăхра кирлĕ таварсен магазинĕн ертÿçи Маргарита Афанасьева, Николай Романов электрик акă кашни хĕллех йĕлтĕрпе çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăвараççĕ, массăллă чупусене те хутшăнаççĕ.
Калинино райповĕнче те спортра маттур çамрăксем сахал мар. Райпо канашĕн председателĕ Венера Эриковна Николаева ахальтен мар ĕнтĕ вĕсенче çутă малашлăх курать.
– Спортпа ĕç яланах юнашар тăнă, тăраççĕ те. Ăмăртусенче çĕнтереймесен те, ÿт-пĕве куллен вăл е ку тĕсре пиçĕхтерни мĕне тăрать! Коллективсем пĕр-пĕринпе ăмăртни вара вĕсене малалла та малалла туртăнма хистет. Спортра кăна мар, ĕçре те, – тет вăл.
Венера Эриковна пултаруллă ертÿçĕ çеç мар, спортăн пысăк тусĕ те. Хaй вăхăтĕнче çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе районти ăмăртусене час-часах хутшăннă. Вăл ăста физкультурникăн, халĕ Калининăри вăтам шкулта тимлекен, район-республика чемпионĕсене хатĕрлекен Александр Федорович Михайловăн шкулĕнче чупас хăвата туптанă. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ ирттернĕ чупусенчен пĕрре те юлман, призлă вырăнсене те тухкаланă. Спортпа халĕ те кăсăкланать, хăйĕн ĕçченĕсене те пурнăçра яланах хастар пулма ыйтать.
Пĕлтĕр акă район хаçачĕн эстафетине Калинино райповĕн ĕçченĕсем пуçласа хутшăнчĕç. Пресса спорчĕн виççĕмĕш фестивалĕн кĕмĕл призерĕсем пулса тăчĕç. Ăмăртăва хутшăнма хăйсене райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева хавхалантарнине пытармарĕç.
– Пирĕн, паллах, спорта аталантаракан предприятисенчен тĕслĕх илмелли пур. Район хаçатĕнче ав Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, район администрацийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнăччĕ. Пирĕн те хастар çамрăксем пур. Районта иртекен массăллă ăмăртусене хутшăнманни, тен, пирĕн çитменлĕх те. Ăна эпир пĕтерме тăрăшăпăр. Нацисен кросĕнче те, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче» те чупас кăмăл пур, – тет Венера Эриковна.
Калинино райповĕн ĕçченĕсене те, сывă пурнăç йĕркин тусĕсене, черечĕпех асăнма пулать: Оля Кожевникова экономист, Анна Евдокимова юрисконсульт, Светлана Сергеева тата Ольга Афанасьева бухгалтерсем, Марина Алексеева товаровед, ЭВМ операторĕ Екатерина Никитина (ачапа декретра ларать пулин те, тăван райповĕшĕн тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнать), Яна Николаева стажер. Çак йышпа вĕсем нумаях пулмасть Чăвашпотребсоюз ирттернĕ Çамрăксен форумне хутшăннă, культура тата спорт мероприятийĕсенче тупăшнă.
Коллективра çавăн пекех спортăн çывăх тусĕсенчен председателĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместительне Леонид Николаева, Виталий Васильев грузчика, Марина Михайлова сутуçăна, Николай Николаев водителе ырăпа асăнмалла. Райпо ĕçченĕсене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарассишĕн ĕç сыхлавĕн инженерĕ Владимир Быков яваплă.
Паллах, конкуренцин çивĕч тапхăрĕнче аталанма, суту-илÿ сечĕсене çĕнетме, хальхи пурнăç шайне çитерме, оборудованипе технологие çĕнетме пултарнисĕр пуçне ĕç çыннисене спорта явăçтарма май тупнишĕн райпо канашне ырламалла. Куншăн кăна мар – вырăнти поселенире спорт юхăмне аталантарма пулăшнишĕн те: пĕлнĕ тăрăх, Калинино райповĕ спорт мероприятийĕсем ирттерме, ăмăртусене тухса çÿреме час-часах укçа-тенкĕ уйăрать.
Светлана Чикмякова