Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану вырăнĕ тинех тасалчĕ

08 июля 2013 г.

Çак эрнере район хаçачĕн редакцине килнĕ Эльдар Бабаев, районти мотопĕрлешĕвĕн ертÿçи, пысăк ĕç пурнăçлама тĕллев тытнине пĕлтерчĕ. «Поселок çыннисен юратнă кану вырăнĕ – Вурнарка пĕви – тавраллах çÿп-çаппа, кантăк тата пластик кĕленчесемпе тулса ларнă. Шыва кĕме е шашлăк-хашлама пĕçерсе канма килекенсем хыççăн юлать çакнашкал тасамарлăх. Пĕве хĕррипе уçланкăсене йĕркене кĕртес тесе эпир, Вăрнарти мотоциклистсен пĕрлешĕвĕ, субботник ирттерме шутларăмăр», – терĕ вăл. Унăн шухăшне ырласа редакци ĕçченĕсем те экологи акцине пĕрле хутшăнма кăмăл турĕç.

Юн кун каç еннелле Вурнарка пĕви хĕрринче пысăк ĕç пуçланчĕ. Э.Бабаев йĕркеленипе малтанах кунта контейнер килсе лартнă, çÿп-çап хутаçĕсемпе перчеткесем туяннă. Шел те, субботник пуçаруçи шаннă пек çын нумаях пухăнайман – такамсем вараланине мĕншĕн пирĕн тасатмалла текенсем те тупăннă иккен. Анчах ырă тĕллев пулсан пĕчĕк йышпа та ĕç ăнать. Пĕве хĕрринче пăрахса хăварнă, шыва варалакан ăпăр-тапăра мотопĕрлешÿ ертÿçисемпе район хаçачĕн ĕçченĕсем, канма килнисенчен хăшĕ-пĕрисем, ачасем хăвăртах хутаçсене пухса контейнера тултарчĕç. Вĕсем тăрăшнипе кану вырăнĕ тинех йĕркене кĕчĕ. Тăван тавралăха упрассишĕн тăрăшакансен ĕçĕ харама анчах ан кайтăрччĕ. Вĕсене курса ыттисем хăйсем хыççăн пуçтарма вĕренсен аванччĕ те.

И.ЯКОВЛЕВА

фото: http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=589&id=12310

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика