08 июля 2013 г.
Раççей Федерацийĕнче инвалидсен обществине йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа çу уйăхĕнче районта фестиваль те ирттернĕччĕ. Çак эрнере вара Кÿлхĕрринче тата тепĕр мероприяти пулчĕ.
Ялти чи илемлĕ вырăнта – кÿлĕ хĕррине – тĕрлĕ сăлтавсене пула сусăра тухнисем кăна мар, ку тăрăхра пурăнакансем те йышлăн пухăнчĕç.
Владимир Ржанов, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, тăван ялĕнче хăнасене тарават кĕтсе илес тесе ирхи виçĕ сехетрех кÿлĕ хĕрне пулă тытма тухнă, хăйĕн рецепчĕпе яшка пĕçернĕ. Мероприятие килнисем пĕри те тепри: «Епле техĕмлĕ пулă яшки!» – терĕç.
Мероприяти тĕрлĕ конкурссемпе пуян пулчĕ. Инвалидсем пĕр-пĕринпе пулă тытса, шашкăлла-шахмăтла выляса ăмăртрĕç. Вĕсене пачах та сусăрсем тесе калас килмест. Пурнăç хавасне çухатман, вăхăта кăсăклă, усăллă ирттерме пĕлеççĕ. Пулă тытакансем меллĕ вырăн шыраса кÿлле тавраллах сырса илчĕç. Кăмашри Венер Алибаевăн вăлти ытларах туртăнчĕ, пĕр килограмм ытла пулă тытрĕ. Вăл конкурсра мала тухрĕ. Вăрнар поселокĕнчи Эммануил Архипов иккĕмĕш, Иван Муравьев виççĕмĕш пулчĕç. Вăрманкасри Вячеслав Кошкин «чи ăста шашист», Вăрнар поселокĕнчи Евгений Никитин «чи ăста шахматист» ятсене тивĕçрĕç. Иван Павлов (Вăрнар поселокĕ), Виссарион Афанасьев (Малти Ишек) иккĕмĕш, Григорий Степанов (Вăрнар поселокĕ) виççĕмĕш вырăнне йышăнчĕç.
Мероприятие килнисене какай шÿрпи те çитерчĕç. Калинино райповĕ кăпăшка та тутлă çăкăрпа тивĕçтерчĕ.
Вырăнти ял тăрăхĕн артисчĕсем концерт кăтартса савăнтарчĕç.
Инвалидсен районти организацийĕн председателĕ Елена Сергеева пĕлтерĕшлĕ мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн Вăрнар район, Калинино ял тăрăхĕн администрацийĕсене, Кÿлхĕрринчи Ржановсен çемйине тав турĕ.
Е.ПОРФИРЬЕВА