Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура – хисепĕ

08 июля 2013 г.

Венера Эриковна Николаева Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ. Шупашкарти коопераци профтехучилищине вĕренсе пĕтерсен Сăкăт лавккинче сутуçăра тăрăшма пуçлать. Ĕçре тимлĕ, хастар пулнине кура, ăна товароведа куçараççĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах, куçăмсăр майпа, Шупашкарти коопераци техникумне, унтан коопераци институтне пĕтерет. 2003 çулта райпо правленийĕн председателĕнче ĕçлеме пуçлать, 2010 çулта ăна райпо канашĕн председательне суйлаççĕ.

Венера Эриковна райпона аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшать.Тĕрĕслĕхе юратакан, çирĕп кăмăллă, яваплăха туйса тимлекен ертÿçĕ хăйĕн ĕçченĕсенчен те çапла пулма ыйтать. Райпо çур çулхи плана ирттерсе тултарнă.

Кăтартуллă ĕçшĕн Венера Николаевăн сăнне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Ăна ытти наградăсемпе те чысланă.

Венера Эриковнăн хĕрĕ амăшĕ çулĕпех кайнă. Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтерсе алла финансист-экономист дипломне илнĕ.

Потребкоопераци кунĕ ячĕпе ĕçтешсене, ветерансене чĕререн саламлатăп, сывлăх, телей сунатăп.

М. СЕРГЕЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика