08 июля 2013 г.
Финляндири Туула Линдхольм шăллĕсемпе тăванĕсене хамăр районти Отиккăвă ялĕнче тупнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çав вăхăтри кашни çыннăн пурнăçне асар-писер çавăрттарса тарăн йĕр хăварнă: кама мĕнле нушалантарман-тăр, мĕнле йывăрлăхсем витĕр кăларман пулĕ. 68 çул иртнĕ, анчах вăрçă ахрăмĕ паянхи кун та илтĕнет. Халĕ те çынсен пурнăçне сасартăк тепĕр майлă çавăрса улăштарма пултарать. Отиккăвăри пĕр çемьене, тĕлĕнмелле те, кĕтмен çĕртен финн халăхĕн çемйипе çывăх тăванлаштарнă. Тыткăна лекнĕ чăваш каччипе финн хĕрĕ хушшинче çуралнă юрату çак ĕненмелле мар историн пуçламăшĕ пулса тăнă.
Кăçалхи январьте Вăрнар район пуçлăхĕ ячĕпе Финляндири Тампере хулинчи Вырăс клубĕн ертÿçи С. Ниеми пулăшу ыйтакан электронлă çыру ярса панă. Çакăн пек çыру ун чухне район хаçачĕн редакцийĕн адресĕпе те килнĕччĕ.
Тампере хулинчи Вырăс клубĕ – финн çĕрĕ çинче пурăнакан пирĕн ентешсене пĕрлештерекен обществăлла организаци. Вăл тĕрлĕ енлĕ ĕç-хĕл пурнăçлать: çав шутра тыткăнри совет салтакĕсен тăванла масарĕсене те пăхса-асăрхаса тăрать. Ку организацирен совет салтакĕн мăнукĕ Кати Риихимяки хăйĕн кукашшĕне шыраса тупма пулăшма ыйтнă-мĕн.
«К. Риихимяки хăй тĕллĕн пухнă документсем унăн кукашшĕ Чăваш АССР-ĕнчи Вăрнар районĕнчи Осиково (тен, Одиково) ялĕнче 1915 çулта çуралнă К. Н. Павлов пулнине кăтартса панă. Тыткăнри салтакăн карточкине çырнă тăрăх, вăл – чăваш, амăшĕ Анна Павлова ятлă, тыткăна 1941 çулти сентябрĕн 6-мĕшĕнче лекнĕ», – пĕлтернĕ район пуçлăхĕ патне тата редакцие янă çырусенче. «Пирĕншĕн, уйрăмах ашшĕне нихăçан курман манăн аннешĕн, пĕлтерĕшлĕ çак ĕçре пулăшу кÿрессе çав тери шанатпăр», – тесе çырнă Кати Риихимяки хăй те.
Йăх-несĕл тымарне пĕлессишĕн çунакан çемьен çутă ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă – иртнĕ эрнере Туула Линдхольм тата унăн хĕрĕ Кати Риихимяки хăйне кун çути панă ашшĕ тата кукашшĕ Кирилл Никитич Павлов пурăннă Отиккăвă ялĕнче пулса курнă, унăн вил тăприйĕ умĕнче пуçа тайнă. Мĕн тăвăн шăпа çапла пÿрнĕ пулсан: Кирилл Никитичăн ачисен Финляндире пурăнакан, ашшĕ енчен пĕр тăван 69 çулхи аппăшĕпе – Туула Линдхольмпа – кăçал пĕрремĕш хут курнăçса паллашма тивнĕ. Кăçал кăна пĕр-пĕрне тупнă финн тата чăваш çемйисем малашне тăванлă çыхăнăва çирĕп тытасшăн, пĕр-пĕрне текех çухатмастпăр тесе тĕв тунă. Отиккăвăри тăванĕсем те акă Финляндири аппăшĕ патне хăнана çитсе курма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Туула Линдхольмпа унăн хĕрĕ Кати Риихимяки, вĕсен çывăх çыннисем администрацинче пулнă май район ертÿçисене хăйсене шырав ĕçĕнче пулăшнăшăн чĕререн тав тунă.
Туула Линдхольм каласа панă тăрăх, вăл ашшĕ камне, ăçтан пулнине пĕлтĕрччен вуçех пĕлмен иккен. Иртнĕ çул кăна тăванĕсем ăна «хупă» информацие – ашшĕ ятне – уçса панă. Çакна пĕлсен вĕсем Финляндин Наци архивĕнче Кирилл Павлов тыткăнри салтакăн карточкин копине тата ăна Совет Союзне каялла тавăрни çинчен çырнине тупма пултарнă.
Çемьере çак таранччен пытарса пурăннă историне Туулăна каласа панă. Унăн ашшĕ, Отиккăвăри Кирилл Никитич Павлов, Ленинград фронтĕнче хăрушă çапăçусене хутшăннăскер, 1941 çулта Выборг хули çывăхĕнче тăшмансен тыткăнне лекнĕ. Çапла совет салтакне Юупайоки ятлă финн ялне фермăна ĕçлеме ăсатнă. Кахалланманнине, ял хуçалăх тата вăрман хуçалăх ĕçне лайăх пĕлнине кура ăна кунта хисепленĕ, яваплă ĕçсене шаннă. Ферма хуçисем те унпа лайăх хутшăннă, сарайĕнче усраман – кил-çуртрах пурăнма ирĕк панă. Шăпа çапла çырнă пулĕ: кил хуçисен Елсы хĕрĕпе Кирилл Павлов пĕр-пĕрне килĕштернине ăнланса илеççĕ, кĕçех вĕсен хĕр – Туула – çуралать.
Анчах çамрăксен телей вăхăчĕ нумая тăсăлмасть: 1944 çулта Совет Союзĕпе Финлянди тыткăна илнĕ салтаксемпе ылмашăнасси çинчен килĕшÿ тăваççĕ. Раççее каялла тавăрнă салтаксен йышĕнче Отиккăвăри Кирилл Павлова та тăван тăрăха яраççĕ. Финн хĕрĕ тыткăнри совет салтакĕнчен ача çуратнине пытарас тесе, пĕчĕк Туулăна та амăшĕнчен уйăрса усрав çемьене параççĕ. Çапла Туула вуншар çул хăйĕн ашшĕ-амăшĕ çинчен ним пĕлмесĕр пурăннă, хăйĕнче чăваш юнĕ пулни пирки шутлама та пултарайман. Халĕ Туула Линдхольм тата унăн çемйи Чăваш енре тупнă тăванĕсене «вăрçă парни» теççĕ. Пĕр-пĕрне пиншер километр уйăрать пулин те вĕсем чи çывăх çынсем пулса тăнине пытармаççĕ.
И.ЯКОВЛЕВА