03 июля 2013 г.
Çынсен укçине хăйсен кĕсйисене чикес текенсем ултав меслечĕсене çĕнетсех пыраççĕ. Вĕсен серепине лекекенсен шучĕ кунсерен нумайланать. Хамăр районта та юлашки вăхăтра çакнашкал тĕслĕхсем çырăнаççĕ.
Ултав тĕсĕсенчен чи анлă сарăлни – «Сирĕн банк карттине чарса лартнă» тесе телефон çине яракан СМС-хыпар. Телефон хуçи СМС-ра кăтартнă номерпе шăнкăравласа инкеке лекет. Суя банк ĕçченĕсем хушнипе банкомат урлă тĕрлĕ комбинацисем пурнăçласа картта хуçи укçасăр тăрса юлать. Çапла майпа Вăрнар çыннинне ултавçăсем 5500 тенкĕ йăкăртнă. Каярах палăртнă тăрăх, вĕсем Самара облаçĕнчи номерпе усă курнă.
Районта пулнă тепĕр тĕслĕхре банк карттин хуçи патне «Сирĕнне 3600 тенкĕ илнĕ» тесе СМС-хыпар килнĕ. Хайхискер тĕлĕнсе кайнă, каллех СМС-ри номерпе шăнкăравланă. Хуравлакансем хăйсемпе банк сотрудникĕсем тесе паллаштарнă, пăтăрмахлă лару-тăрăва татса пама мĕн тумаллине хыççăн-хыççăн каласа пынă. Каллех ĕненнĕ – картта çинчи 30 пин тенкĕ нихçан пулман пекех çухалнă. Преступниксем Курган облаçĕнчен пулнине шыраса тупнă.
Ултавçăсенчен шар курнисем хушшинче «Мобильлĕ банк» тивĕçтерÿпе усă куракансем нумай. Хăшĕ-пĕри телефон номерне улăштарнă хыççăн унчченхинчен ку тивĕçтерĕве сÿнтерме манать. «Мобильлĕ банкран» пĕлтерÿсем вара çав номер çинех килсе тăраççĕ. Çакăнпа усă курса киревсĕр шухăшлă çынсем сим-карттăн малтанхи хуçин укçине йăкăртма пултараççĕ.
Районта çапла мелпе 26 пин тенкĕ вăрттăн илнĕ.
Çак кунсенче ултав мелĕпе тата 100 пин тенкĕ вăрланă. Ку хутĕнче шăнкăравлакансем Перекет банкĕн хăрушсăрлăх служби тесе суйса банк карттин хуçине укçана ултавлă майпа куçарттарнă.
Тĕрĕссипе, банк карттипе çыхăннă ултавсене уçса пама питĕ кăткăс. Укçине хамăр районти çынсенне вăрланă тейĕпĕр, анчах преступление тăвакансем таçти аякри регионсенчен. Çавăнпа та уголовлă ĕçе унта пуçараççĕ, тишкереççĕ, следстви ĕçĕсем ирттереççĕ. Ултавçăсене явап тыттарас ĕç чылай вăхăта тăсăлса каять.
Çавăнпа та асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест. Банк картти çинчи укçасăр тăрса юлас мар тесен, шанчăксăр СМС-хыпарсене каялла ан хуравлăр.
Енчен те иккĕленÿ çуралчĕ-тĕк, банка кайса ыйтса пĕлсен аванрах.
М.СЕРГЕЕВА