Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ сăваплă, хăй пултаруллă

03 июля 2013 г.

Пĕтĕм Раççейри врачсен 2013 çулхи конкурсĕн – ăна çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ – кăтартăвĕсем тăрăх, Шĕнер Ишекре çуралнă Елена Александровна Жирнова (Убакова) «Пĕтĕмĕшле врач практикин тухтăрĕ (çемье врачĕ)» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Çапла анлă тавракурăмлă та ăста, ăслă, ырă кăмăллă, Раççей шайĕнче мухтанмалла специалистсем чылай çуралса ÿснĕ Вăрнар тăрăхĕнче.

Е.Жирнова «Шупашкар район больници» бюджет учрежденийĕн Ишекри уйрăмĕнче чылай çул тухтăрта тимлет. Кунти çынсен, ачасен, чирлисен чыс-хисепне çĕнсе илме пултарнă хамăр район хĕрĕ пире те хавхалантарать, мăнаçлантарать.

Елена Александровна Шĕнер Ишекри Зоя Виссарионовнăпа Александр Николаевич Убаковсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл ачаранах врач пулма ĕмĕтленнĕ. Ялти шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен çамрăк хĕр юратнă профессие алла илес тĕллевпе тĕп хулана – Шупашкара – çул тытать. Тăван шкулта питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыни чылай пулăшнă ăна, вăл И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне çăмăллăнах вĕренме кĕрет. 1993 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет. Университетра та Е.Жирнова юлташĕсем, вĕрентекенсем хушшинче ырă ятра, хисепре пулнă.

«Ача-пăча врачĕ» специальноçпе алла диплом илнĕ хыççăн Шупашкар район больницин Ишекри уйрăмĕнче участокри педиатрта тимлеме пуçлать. Аслă категориллĕ врач ĕçĕпе пултарулăхне кура пациентсен хисепне тÿрех тивĕçет. Хăйне шанса панă уйрăмра кĕске вăхăтрах юратнă тухтăр пулса тăрать. Ĕçленĕ хушăрах малалла вĕренет, квалификацие ÿстерет. Тивĕçĕсене тимлĕ пурнăçланине кура Е.Жирновăна Ишек салинчи врач амбулаторийĕн врачĕн, тĕп врачăн ĕçĕсене пурнăçлама, хыççăн пĕтĕмĕшле врач практикин тĕп врачĕ пулма, унтан ача-пăча врачне çирĕплетеççĕ. Халĕ Елена Александровна – Ишекри уйрăмăн пĕтĕмĕшле врач практикин тухтăрĕ (çемье врачĕ).

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те çыпăçуллă, кăмăллă та килĕшÿллĕ Убаковсен ачисем. Вĕсен вăй-хăват тапса тăрать, çынна хуть-хăçан та пулăшу алли тăсма хатĕрри куçкĕрет. Вĕсем ачаранах нимле ĕçрен те хăраман, кил-тĕрĕшĕнче тăрăшма та, ал-ĕç тума та маттур, ял-йышра ырă ятра. Канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ патне тăван яла килсен те хăш-пĕр чухне тăванĕсене, ял çыннисене, кÿршисене тĕрлĕрен канаш пама, пулăшма тивет. Тĕрлĕрен чир-чĕр, ăна мĕнле сиплемелли пирки ыйтса пĕлесшĕннисем килсех тăраççĕ. Вĕсене те кăмăлтан кĕтсе илсе ырă сăмахпа, ĕçпе пулăшма тăрăшать тухтăр.

Елена Александровна мăшăрĕпе – Александрпа – Шупашкарта тĕпленнĕ. Икĕ ача – ывăлпа хĕр – çитĕнтереççĕ. Ачисем хăйсем пекех ĕçчен те маттур, пултаруллă, ырă кăмăллă та сатур. Вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ, юрă-ташăра ăста. Халĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухаççĕ. Кунта вара ваттисен тепĕр каларăшĕ те вырăнлă пулĕ: «Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă...».

В.ВАСИЛЬЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика