Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ĕçлеççĕ

03 июля 2013 г.

«Мураты» хуçалăх мăйракаллă шултра выльăхсен шутне 263 пуçа çитерчĕ, çав шутран сăвакан ĕнесем – 75 пуç. Дояркăсем халĕ кашни ĕнерен талăкра 21 килограмм сĕт суса илеççĕ. Иртнĕ 5 уйăхра 2422-шер килограмм сĕт суса илме пултарчĕç. Ку вăл – районти чи пысăк кăтарту. Сĕт-çу фермин заведующийĕпе Владимир Павлович Петровпа калаçма тÿр килчĕ.

– Сĕт суса илессипе районта малти вырăна тухнин вăрттăнлăхĕ мĕнре;

– Ĕнесене симĕс курăк çинче кĕтсе çÿрес вăхăта улăштартăмăр. Каçхи сăвăм хыççăн, 22 сехетченех, улăхра çитерсе çÿретпĕр, вĕсене шăна-пăван тапăнмасть. Ирхине те ĕнесене иртерех курăк çине илсе тухасси çирĕп йăлана кĕчĕ. Çавăнпа сăвăм палăрмаллах ÿсрĕ. Выльăхсене кĕтсе çÿрессине Людмила Арсентьева, Александр Дыляев, Алексей Григорьев кĕтÿçсем тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ.

– Владимир Павлович, выльăх апачĕ хатĕрлессипе мĕнле ĕçлетĕр;

– Эпир кашни çулах выльăх апачĕ тулăх хатĕрлесе хăварма тăрăшатпăр. Кăçал та 380 тонна сĕтеклĕ утă, Çăкаллă Явăшра 500 тонна, Уйкас Явăшра 600 тонна сенаж хывса хăвартăмăр. Утçи вăхăтĕнче Александр Федоров механизатор пысăк тăрăшулăх кăтартрĕ, косилкăна кунсерен тухăçлă ĕçлеттерчĕ. Траншейăсене симĕс курăка пусăрăнтарса тăнă чухне Владислав Волков тракторист ырă ята тивĕçрĕ. Сенаж хывнă çĕрте Илья Петров, Борис Шариков, Михаил Владимиров, Петр Краснов, Борис Федотов водительсемпе механизаторсем хăвăртлăхпа тирпейлĕх кăтартса ĕçлерĕç. Выльăх апатне пĕлтĕрхинчен нумайрах хатĕрлерĕмĕр.

– Хастар ĕçлекенсене ятран калăр-ха.

– Сĕт сăвассипе Ирина Сергеева, Людмила Федотова, Оксана Маркова дояркăсем малта пыраççĕ.Çамрăк пăрусемпе ĕне выльăх самăртнă çĕрте Лида Петрова, Альбина Герасимова, Тамара Кириллова пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Пирĕн йышра выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илес ĕмĕтпе ĕçлекенсем татах та пур. Апат хатĕрлесе парассипе Петр Краснов механизатор, сĕт сумалли оборудованине тирпейлĕ ĕçлеттерессипе Валерий Кузьмин оператор, витесенчи каяша тасатса тухассипе Геннадий Рубцов слесарь, выльăхсене вăхăтра сиплесе тăрассипе Светлана Петрова ветеринари фельдшерĕ ырă ята тивĕçрĕç.

В.МОСКВИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика