01 июля 2013 г.
Çамрăк вăхăтра, сывлăх çирĕп чух, çын пуçа нимĕн çинчен те шутласа ватмасть. Теплере пĕрре е шăл ыратсан, е çулталăкра пĕрре ятарласа ÿпкепе чĕрене тĕрĕслеттермелле пулсан больницăна утать. Уйрăмах ватлăх енне кайсан вара унтан та кунтан ыратма пуçлать, чи хăрушши – чире пула сусăра тухатăн, больница алăкĕсене уçса хупман уйăх та, çулталăк та çук.
Теприсем вара – больница тĕлне те пĕлмеççĕ. Мĕн пек телей вăл вĕсемшĕн. Кун-çула тепĕртак та пулин тăсас тесен – ялти фельдшер пунктне утатăн е районти тĕп больницăна каятăн. Çапла ĕнтĕ вăл пурнăç, те Çÿлти Турă çапла çырать, те кун-çулĕ çавнашкал. Тухтăрĕсем вара ăш пиллĕ, тарават. Тĕрлĕрен эмелсем çырса параççĕ.
Пăваялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Эльвира Николаевна Павлова вунă çул ытла пĕр улшăнмасăр сывлăх хуралĕнче вăй хурать. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă пике тăван амăшне Альбина Андреевнăна тивĕçлĕ канăва ăсатрĕ те кунтах ĕçе вырнаçрĕ, çемье династине малалла тăсрĕ. Çамрăк тухтăра ял-йыш ăшшăн, шанчăкпа йышăнчĕ. Сăпайлăскер ырми-канми тăрăшать çын сывлăхĕшĕн. Ĕçчен, чипер хĕре ялтан ямарĕ ялти ятлă яш Юрий Павлов. Халĕ вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.
Кашни уйăхрах яла Вăрнарти район больницинчен офис врачĕ çынсен сывлăхне тĕрĕслеме килсе çÿрет. Район больницине кайса сипленме ятарлă хут çырса парать. Пĕрремĕш хут кăна мар ĕнтĕ, манăн та район больницинче сипленмелле пулчĕ. Ытларах терапи уйрăмĕнче выртнă. Рена Никоновна Прокопьева заведующи вăтăр çула яхăн пĕр вырăнта ĕçлет, мĕн чухлĕ чирлĕ çынна вилĕмрен çăлман-ши; Уйрăмри медицина ĕçченĕсене сăпайлă, йăваш, çынпа çын пек пулма, пурне те пĕр пек куçпа пăхма вĕрентсе çитернĕ. Тепре чух больницăн сывлăшĕ те ăрасна пек туйăнать, эмелпе мар, ăш сăмахсемпе сыватнăн туйăнать.
– Рена Никоновна, çăмăл мар сирĕн ĕç, ир пуçласа каçчен ура çинче, чирлĕ çынсене сыватмалла, киле çитсен те ларса канмасăр ĕçлемелле, мĕнле ĕлкĕретĕр-ши; – терĕм. Хурав çапла пулчĕ: «Çамрăк чух хам суйласа илнĕ эпĕ çак специальноçа, – терĕ. Çапла пуль çав, юратнă профессине алла илтĕн пулсан ĕçре телей тупатăн.
Сипленнĕ вăхăтра пĕр палатăрисемпе те, юнашартисемпе те калаçа-калаçа туслашсах каятăн.
– Эп больницăра сакăр çул каялла шалкăм çапнипе выртнă, паянччен килтех эмелсемпе пурăннă, таçта шăнтăм пулас, ниепле те ÿслĕк иртсе каймарĕ. 70 çултан иртнĕ ват çынсене йышăнмаççĕ пуль тесе больницăна кайма васкамарăм. Анчах аппан ачисем илсе килчĕç. Больницăра ватă çынсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ, лайăх апат çитереççĕ, ваттисене уйăрмаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнчипе танлаштарсан, чăн-чăн çăтмахра пурăнатпăр, çапах та çамрăксем ĕçсе, вăрçса пĕр-пĕрне суранлатаççĕ. Хăйсем çине алă хураççĕ, вара пульницăна килсе выртаççĕ, – терĕ Упнер ялĕнчи çитмĕл çиччĕри Нина аппа, ĕмĕрĕпех Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскер.
Стационарта, поликлиникăра вăй хуракан медицина ĕçченĕсене, санитаркăсене çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми вăй-хал сунатăп.
А.ПЕСКОВА