Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Упрасчĕ пĕр-пĕрне!..

01 июля 2013 г.

Романĕн тĕп геройне çыравçă ахальтен мар пуль çветтуй-хĕр Мария ячĕпе сăнарланă. Маша-Машенька пĕтĕм талайĕпе чăваш литературин манăçми Салампине çывăх. Унпа паллашнăçемĕн гений-классиксем Тургенев, Толстой, Чехов сăнланă таса пысăк чунлă, ачаш та çепĕç, çав вăхăтрах хуçса хуçайми çирĕп кăмăллă хĕр-хĕрарăмсем аса килеççĕ. «Цельная натура» тесе вĕрентетчĕç пире унашкаллисем пирки. Чăваш литературинче пирĕншĕн ун пеккисем Нарспи (К.Иванов), Салампи (А.Артемьев), Селиме (Илпек Микулайĕ), Уках (Ю.Скворцов) пулнă.

Маша – Мария Савельевна Петрова Тур пилленĕ хăйĕн çăлтăрне чунтан-вартан парăнса пач улăштармасăр аталанса ÿсет. Славикпе иккĕшĕ пĕрне пĕри пĕрре тĕл пулнипе юратса пăрахаççĕ. Маша ку вăхăтра шкулта вĕренет-ха. Чăвашрадиори «Ăраскал» кăларăма хĕр ача акă мĕнле çыру çырнă: «Пурнăç вăл кашнийĕн тĕрлĕ пулать: пĕрисем яланах ырă курса, савăнса пурăнаççĕ, теприсен вара ĕмĕрĕпех куççуль юхтарма тивет. Ăçта-ха тĕрĕслĕх; Мĕнле суйласа илме пĕлмелле тĕрĕс çула; Ку, паллах, пирĕнтен хамăртан ытларах килет. Анчах тепĕр чухне шăпа пирĕн пурнăçа тÿнтерле çавăрса ярать те пĕр-пĕр авăра чăмтарать. Унтан вара тухма çăмăл мар, кашниех пултараймĕ...».

Маша – пултарчĕ. Савнине – ĕмĕрлĕхе юратрĕ. Ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, ачи-пăчине, пурнăçа юратни вăйлă унăн. Тĕнчене çăлакан илеме художник чунĕпе курать вăл. Çавăнпа пурнăçларĕ те хăйĕн ачалăхри ĕмĕтне. Илĕртÿллĕ чиперккесем хушшинче çĕтсе-йăнăшса çÿренине вылянчăкрах ăслă упăшки ăнланса илнĕччĕ ĕнтĕ, анчах каярах пулчĕ тем – Маша ăна упраса хăвараймарĕ. Славикĕ кÿрентернисене, хунямăшĕ вараласшăн пулнине йывăра илмесĕр каçарнă вăл. Художниксен Мускаври куравне, хăйĕн выставкине ÿркенмен, тиркемен, кунĕн-çĕрĕн канăçне пĕлмен ĕçĕ-хĕлĕ витĕр çитсе тухрĕ. Машăн упăшкин вил тăприйĕ умĕнчи хÿхлевĕ çутă-çутă хурлăхлă. «Тăварлă куççулĕм кушăрханă питĕм тăрăх мар, чĕре витĕр сăрхăнса юнпа хутăш юхнине кама каласа ĕнентерес-ши;...» «Тек нимĕн те саншăн мар. Маншăн та мар» тени те пĕтĕмĕшле сăмахĕпе тупа евĕр илтĕнет: «Пурнăç малаллах. Ывăлсене ура çине тăратмалла. Мускавра ман ÿкерчĕксене туянасшăн. Нумай вĕсем манăн. Вĕсене эпĕ малашне сана халаллăп».

«Çакăн пек юрату та пулать-ши;» – тейĕ хăшпĕри. Пулать – эп ĕнентĕм. Улькка Эльмен çĕнĕ кĕнекине парнеленĕ кун ăна пĕрре ларса вуласа тухрăм. Уйрăмăнах яш-кĕрĕме вулама сĕнес килет. Çак тĕксĕм-тĕссĕр пурнăçри çутă шанăç пайăркипе пĕрех çыравçăн çĕнĕ романĕ.

Николай СИНИЦЫН

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика