01 июля 2013 г.
Райпо ĕçĕ – куç умĕнче
Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Эриковна Николаева ĕçри ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартать. Вăл магазинсене тĕпрен юсассине, суту-илĕве аталантарса тупăш илессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртсе май уйăхĕнче Кÿлхĕрринчи лавккана тĕпрен юсаса çĕнетрĕç.
Тавралла сайдинг çапрĕç, тăррине улăштарчĕç, çĕнĕ картасем тытрĕç, пластик кантăксем лартрĕç. Шалта сентресене çĕннисемпе улăштарчĕç, холодильник-витрина, лар вырнаçтарчĕç. Кĕлетре урайне çĕнетсе улăштарчĕç. Магазина уçăлтарма кондиционер вырнаçтарнă. Тĕрĕсрех каласан, суту-илÿ çуртне çĕнĕ сăн кĕчĕ. Строительсем виçĕ эрне хушшинче пĕтĕм ĕçе туса пĕтерчĕç. Ку тăкаксене райпо йăлтах хăйĕн укçи-тенкинчен саплаштарнă, банкран кредит илмен.
Кÿлхĕрринчи тавар çаврăнăшĕ май уйăхĕнче иртнĕ çултипе танлаштарсан икĕ хут ÿснĕ. Малтан пĕр сутуçă анчах ĕçленĕ пулсан, халĕ иккĕн – Елена Давыдовăпа Татьяна Ржанова – вăй хураççĕ.
Çур çулхи тавар çаврăнăш планне сутуçăсем паянхи кун тĕлне тултарнă та. Ĕç кăтартăвĕ – 1670 пин тенкĕ. Халĕ лавккана кĕрсен тавар туянмасăр тухакан та çук.
Калининăри райпо республикăри тавар туса кăларакан предприятисене пулăшать, «Акконд» кондитер фабрикипе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Паянхи куна Кÿлхĕрри лавккинче «Аккондăн» 55 тĕслĕ канхвечĕ-печенийĕ пур. Сентресенче тавар куçа илĕртсе выртать. Магазин заведующийĕ Елена Давыдова кондитер изделийĕсем ытларах сутăнма пуçлани çинчен пĕлтерчĕ. Шăнтакан витринăра тĕрлĕрен çурмафабрикатсем – пулли, ашĕ-пăшĕ, котлечĕ, пельменĕ – упранаççĕ.
Халĕ магазинта хуларинчен пĕрре те кая мар. Кÿлхĕрри ял халăхĕ, пайщиксем Калининăри райпо правленийĕн председательне Венера Эриковна Николаевăна магазина çĕнетсе улăштарма тăрăшнăшăн тав тăваççĕ.
М.СЕРГЕЕВА