Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек-синкек ан пултăр

01 июля 2013 г.

Шыва кĕмелли тапхăр уçăлнă май çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтересси паянхи кун çивĕч ыйту пулса тăрать.

Чăваш енĕн чрезвычайлă лару-тăрусем тĕлĕшпе ĕçлекен комитечĕн тата МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем республикăри юхан шывсемпе кÿлĕсем, пĕвесем çывăхĕнчи лару-тăрăва кунсерен асăрхаса тăраççĕ.

Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх, шывра Шупашкар (8), Улатăр (7), Муркаш (6) районĕсенче çынсем ытларах вилнĕ. Инкексен сăлтавĕсем: паллă мар вырăнта, ÿсĕрле шыва кĕни, ачасем аслисен асăрхавĕсĕр шыв-шур çывăхĕнче çÿрени.

Çуллахи ăшă вăхăтра республикăри шыравпа çăлав службин сотрудникĕсем пысăк юхан шывсем тăрăхĕнче тăтăшах профилактика рейчĕсем ирттерме палăртаççĕ.

Çынсем инкеке лекессине асăрхаттарас тĕллевпе шыва кĕмелли тапхăрта районсен администрацийĕсене халăх хушшинче профилактика калаçăвĕсем ирттерме, çăлавçăсен ĕçне йĕркелеме, юраман вырăнсенче шыва кĕме чарма хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика