01 июля 2013 г.
Пысăк технологисене ĕçе кĕртесси анлăн сарăлса пырать. Иртнĕ çулсенче районта пурăнакансен пĕрлешес е уйрăлас, тата ытти ыйтусене татса парас тесен ЗАГСа килмеллеччĕ. Халĕ вара вĕсем электронлă майпа усă курса заявка пама, хăйсене кирлĕ куна тата вăхăта палăртма пултараççĕ.
Электронлă майпа усă курни уйрăмах аякра пурăнакансемшĕн, тĕрлĕ сăлтавсене пула ЗАГСа хăйсем çитсе заявленисем çырайманнисемшĕн меллĕ. Çул çÿресе укçа тăккаланмасть, ĕçрен ыйтса каяс çук, çырнă заявление нотариус патĕнче çирĕплетме кирлĕ мар.
Çакăн пек ансат майпа мĕнле усă курмалла;
Чи малтан Интернета кĕмелле, патшалăхăн тата муниципаллă тивĕçтерÿсен порталне тупса регистраци тумалла. Активаци кодне клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекен «Ростелеком» ООО сервис центрĕнче çак адреспа – Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 20-мĕш «а» çурт (телефонсем: 57-15-15, 62-62-11) – е Раççей почти урлă илме пулать. Кун хыççăн Интернетра хăвăрăн кабинета уçмалла. Çапла майпа ытти ведомствăсен тивĕçтерĕвĕсемпе те усă курма пулать. Тĕплĕнрех пĕлес тесен Чăваш Республикин юстици министерствин сайтне кĕрĕр.
А.СТЕПАНОВА