Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисен йышĕнче

26 июня 2013 г.

Нумаях пулмасть Аçăмçырми шкулĕнчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен «Фонарики» команди Мускав облаçĕнче иртнĕ «Хăрушсăр урапа – 2013» Пĕтĕм Раççейри конкурсран тата СНГ çĕршывĕсем хушшинчи слетран таврăнчĕ.

Çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен отрячĕсен юхăмĕ йĕркеленнĕренпе 40 çул çитнине халалланă ку мероприятисене Раççейри регионсенчи çĕнтерÿçĕ-ушкăнсем кăна мар, Беларуçрен, Кăркăсстанран, Таджикистанран тата Украинăран килсе çитнĕ делегацисем те хастар хутшăнчĕç.

Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсен чысне хÿтĕлесе 89 команда (350 ача) ăмăртрĕ. Пурте – хăйсен тăрăхĕсенчи çĕнтерÿçĕсем, пуян опытлă командăсем. Аçăмçырминчи вĕренекенсем вĕсем хушшинче çухалса каймарĕç, пĕрремĕш хут уйрăм тĕссенче çĕнтерÿ пьедесталĕн картлашки çине хăпарма пултарчĕç. Ултă тупăшуран виççĕшĕнче пирĕн команда чи вăйлă 10 ушкăн йышне кĕчĕ. Велосипедпа фигура туса ярăнассипе – пиллĕкмĕш, «Автохула» конкурсра – саккăрмĕш, пĕрремĕш пулăшу парассипе тăххăрмĕш вырăнсем. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе 89 команда хушшинче – 11-мĕш вырăн.

Уйрăм первенствăсенче те çитĕнÿсем курăмлă. Вера Иванова, акă, велосипедпа фигура туса ярăнса призлă, виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Святослав Беловăн çитĕнĕвĕ çав тери сумлă – пĕтĕм конкурсри баллсемпе вăл уйрăм зачетра Раççейри 350 çамрăк çул-йĕр инспекторĕсенчен тăваттăмĕш пулчĕ.

Кăçалхи республика слечĕн çĕнтерÿçи, Аçăмçырминчи çул-йĕр инспекторĕсен отрячĕ, çитес çул та Раççейри финалта тупăшма тивĕçнĕ.

В.ПЕТРОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика