Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çул пĕлÿ панă

26 июня 2013 г.

Калининăра пурăнакан вăрçă ветеранĕ Иван Михайлов 90 çул тултарчĕ. Вăл Катăшра çуралса ÿснĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тепĕр çулĕнчех кĕç-вĕç вун саккăр тултармалли тăххăрмĕш класс ачине çара илеççĕ те тÿрех Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме яраççĕ. Вăл Ленинград блокадине тасатассишĕн пынă, çавăн пекех Орелпа Курск çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче, Прагăна ирĕке кăларнă, Берлина илнĕ чухне паттăрлăх кăтартать. Вăрçă хыççăн тата икĕ çул Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче, Австрипе Венгрире службăра тăрать.

Темĕнле йывăрлăх та чăтса ирттерме тивнĕ пулин те Иван Михайлович хăйне телейлĕ тесе шутлать – хаяр çапăçусенче икĕ хут аманса та сывă юлнă.

– 100 çула çитесчĕ-ха, – тет вăрçăпа ĕç ветеранĕ.

Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ пирки Иван Михайлович акă çапла пĕлтерет: «Нихăçан та çăвара пирус таврашĕ хыпман, эрех-сăрапа çыхланман, çынсене ăмсанман-кĕвĕçмен, пуринпе те сăпайлă та кăмăллă пулма тăрăшнă...»

Вăрçă çулĕсенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степень орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.

Тăван яла И.Михайлов гварди кĕçĕн лейтенанчĕн званийĕпе таврăнать, Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Ачасемпе ĕçлес туртăмĕ пуррине кура ăна çав шкултах черченипе рисовани вĕрентме хăвараççĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет те тата хастартарах вăй хума тытăнать. Уроксене пысăк ăсталăхпа ирттернисĕр пуçне вăл нумай çул авиа тата карап моделĕсен кружокĕсене ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри ăмăртусене хутшăнса час-часах малти вырăнсене йышăннă. Пултаруллă учитель тăван шкулта ачасене аллă çул ăс панă. Иван Михайлов учитель çинчен районта, республикăра, Мускавра тухса тăракан хаçат-журналсенче сахал мар çырнă, унăн вĕрентÿри опычĕпе паллаштарнă. Общество ĕçĕнче те палăрнă вăл – халăх контролĕн районти комитечĕн комиссине чылай çул ертсе пынă, район депутачĕ пулнă. Иван Михайлова РСФСР тата СССР çут ĕç отличникĕн паллисемпе наградăланă, республикăн тава тивĕçлĕ учителĕн ятне панă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман, шкул ачисемпе çамрăксен патриот туйăмне вăйлатас тĕллевпе вĕсемпе калаçу пайтах ирттернĕ.

Мăшăрĕпе Евгения Александровнăпа (вăл тăхăр вунна кайнă) Беларуçре паллашнă, 65 çул ытла телейлĕ пурăнаççĕ. Ывăлĕ – Михаил Иванович – тинĕс карапĕн капитанĕ, хĕрĕ – Людмила Ивановна – аслă категориллĕ тухтăр.

Вениамин ИВАНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика