26 июня 2013 г.
Парта хушшине ларма чĕнекен шăнкăрав юлашки хут янăранă, пурнăçри пĕрремĕш çирĕп тĕрĕслев – пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем – хыçа юлнă. Сисĕнмесĕрех вунпĕрмĕшсем юратнă шкулпа, хăйсене пуренлĕ пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани пама ырми-канми тăрăшнă вĕрентекенсемпе сыв пуллашрĕç.
Текех тăван шкул вĕсене хăнасем пек кăна кĕтсе илĕ. Кăçал акă районти шкулсенчен вĕренсе тухакан 254 каччăпа хĕр алла аттестат илсе хăйсем суйласа илнĕ çул-йĕрпе малалла утĕç. Вĕсене чысласа районти культурăпа кану центрĕнче эрне кун илемлĕ уяв – вĕренсе тухакансен районти балĕ – иртрĕ. Зал çак кун хÿхĕм хĕрсемпе тата япшар каччăсемпе, вĕсене пурнăçăн ăнлă çулĕ çине кăларма хатĕрленекен ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенсемпе тулчĕ.
Вĕренсе тухакансен балĕн официаллă пайне уçнă май район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов çамрăксене шкулта пухнă пĕлĕве малалла анлăлатма, кăмăла каякан профессие алла илсе çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. «Сирĕнтен нумайăшĕ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче пĕлÿ шайĕ тарăн пулнине кăтартса пысăк баллсене тивĕçрĕ. Апла пулсан пурнăçра лайăх старт илме, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕмĕтсене тата тĕллевсене пурнăçа кĕртме пĕтĕм майсем пур», – саламларĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, каччăсемпе хĕрсен 98 проценчĕ вырăс чĕлхипе экзамен тĕрĕслевĕ витĕр тивĕçлĕ тухнă. Чи лайăх кăтартусем – Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Ярмушкари, Санарпуçĕнчи шкулсенче вĕренекенсен. Математикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче Вăрнарти 1-мĕш, Ярмушкари, Калининăри, Кÿстÿмĕрти, Вăрнарти 2-мĕш тата Санарпуçĕнчи шкулсенчи вĕренекенсем пуринчен пысăкрах баллсем пухнă. Ачасене ку предметсемпе хатĕрленĕ учительсем чăннипех мухтанма пултараççĕ, экзаменсенчи ÿсĕмлĕ кăтартусем – вĕсен нумай çулхи ĕçĕн тивĕçлĕ хаклавĕ.
Вĕренÿре уйрăмах палăрнă хĕрсемпе каччăсене ылтăн тата кĕмĕл медальсем илме тăратнă. «5» паллăпа кăна вĕренсе тухнисем кăçал районта вун çиччĕн: улттăн – Вăрнарти 2-мĕш, виççĕшĕ – 1-мĕш, икшер – Ярмушкари тата Калининăри, пĕрер Санарпуçĕнчи, Малти Ишекри, Çĕрпелти тата Хапăсри шкулсенчен. Кĕмĕл медале тивĕçнисем вун тăваттăн: Вăрнарти 1-мĕш шкултан харăсах тăваттăн, поселокри 2-мĕш тата Калининăпа Çĕрпелти шкулсенчен икшерĕн, Мăн Явăшри, Санарпуçĕнчи, Кульцаври тата Хапăсри шкулсенчен пĕрер.
Вĕсене пурне та уявра тулли зал умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тата вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов пурнăçри пĕрремĕш сумлă наградăпа – «Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿсемшĕн» ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе – чысларĕç. Çакăн пек маттур та пултаруллă ывăлсемпе хĕрсене ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕсем район администрацийĕ ятĕнчен Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хамăр тăрăхри шкулсенчен вĕренсе тухакансем экзаменсенче пысăк баллсем илме пултарнишĕн кăмăллине пĕлтерчĕ, педагогсен ĕçне çÿллĕ шăйра хакласа тав турĕ, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ.
«Сирĕншĕн халĕ тĕрлĕ енне çул уçă, малалла вĕренĕр, çĕннине уçăр, вĕçĕмех аталанма талпăнăр», – хавхалантарчĕ каччăсемпе хĕрсене Леонид Николаев. Республикăри е çĕршыври ытти регионсенчи вĕренÿ заведенийĕсенче профессисем алла илнĕ çамрăк специалистсене районта хапăл туса кĕтнине пĕлтерчĕ.
Бал малалла поселокăн тĕп площадĕнче тăсăлчĕ, уявпа саламласа çамрăксене чăваш эстрада çăлтăрĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
И.ЯКОВЛЕВА