Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ен Республика кунне чаплăн паллă турĕ

26 июня 2013 г.

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XXI фестивальне уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă уява çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата официаллă çынсем хутшăннă.

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ Раççейĕн культура уçлăхĕнче уйрăм вырăн йышăнать, çулленех тĕрлĕ енлĕрех, тарăн шухăшлăрах пулса пырать. Чăваш енре пурăнакансемпе хăнасене вăл наци культурин илемĕпе пуянлăхне курма май парать, пултарулăх коллективĕсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене аталантарма, илемлĕх тĕлĕшĕнчи пуянлăхпа пĕр-пĕрне паллаштарма, пирĕн çĕршывăн культурине, ăс-хакăлне упраса хăварма пулăшать. Фестиваль уçăличчен унта хутшăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкар хулин тĕп проспекчĕпе утса тухнă.

Хăйĕн салам сăмахĕнче Михаил Игнатьев Раççей регионĕсенчи пултарулăх коллективĕсене Республика кунĕнче Чăваш ене кашни çулах хăйсен ăсталăхне кăтартма килнĕшĕн тав тунă. Фестивале хутшăнакансене, хăнасене вăл ăнăçу, юрату, илемлĕ, килĕшÿллĕ пулма суннă.

Михаил Игнатьев професси коллективĕсен пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерÿçисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене (кашниех 2856 пин тенкĕпе танлашать) илме свидетельствăсем панă.

«Раççей çăл куçĕсем» фестиваль çĕртме уйăхĕн 23–24-мĕшĕсенче иртнĕ. Кăçал унта Раççей Федерацийĕнчи 27 регионти 29 коллектив тата Беларуçри 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех уяв мероприятийĕсене Чăваш Республикинчи 200 ытла коллектив (4 пине яхăн çын) хутшăннă. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннисен хушшинче пирĕн тăрăха нумай çул килекен коллективсем пур.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче фестиваль мероприятийĕсем Шупашкар хулинчи 6 концерт лапамĕнче иртнĕ. Фестивале килнĕ хăнасем çак кун Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 2013 çулта Республика кунне уявланă май вăл тĕп мероприятисене ирттермелли ирĕке çĕнсе илнĕ.

Тăвай тăрăхĕ те хăнасене йышăннă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăвай тăрăхĕ те хăнасене йышăннă. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата ыттисем Нăрваш Салинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне, «Акконд-Агро» фирмăн 300 пуç пăру вырнаçмалăх витине, «Чăвашсетьгазăн» вырăнти газ участокĕн сервис центрне уçнă çĕре хутшăннă, ял хуçалăх техникин «Уй кунĕ – 2013» куравĕпе паллашнă.

Руç ăстисем

Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе йĕркелекен «Руç ăстисем» конкурс Шупашкарта кăçалхипе вун пĕрмĕш хут иртнĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕн картишĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă.

Кăçал ку конкурса Раççейĕн 15 регионĕ нчен – 33, Чăваш енрен 27 ăста хутшăннă. Мероприятие уçнă май ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пурне те уяв ячĕпе саламланă, маçтăрсене ăнăçу суннă. Жюри председателĕ – Раççей патшалăх халăх пултарулăхĕн çурчĕн (Мускав хули) ертсе пыракан специалисчĕ Лидия Семенова конкурс историйĕпе паллаштарнă, вăл кăçал «Çăкăр-тăварлă та тараватлă Чăваш ен» девизпа иртессине пĕлтернĕ. Çав кунах ăстасен пултарулăхĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов тата ытти хăна паллашнă. Чăваш ен Пуçлăхĕ вĕсене декораципе хушма искусствăна, ал ăсталăхне аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, хăйсем мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва вĕрентнĕшĕн тав тунă.

Тĕрĕçĕсем, пир тĕртекенсем, тăм теттепе пусма пукане ăсталакансем, йывăç касса эрешлекенсем, тĕрлĕ капăрчăк хатĕрлекенсем... Пурте маттур та пултаруллă, ĕçĕсем хитре те çыпăçуллă, куçа илĕртеççĕ.

Конкурсçăсен кăмăлне «Çĕн ял», «Родные просторы», «Кăмăл», «Суварята», «Эревет» ансамбльсем тата ытти коллектив çĕкленĕ. Чăваш енри фирмăсемпе дизайн-студисем чăваш наци костюмĕсемпе паллаштарнă.

 

Акатуй ытамĕнче

Шупашкарта «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче тата Юрă уйĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ халăха йышлă пухнă. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕпе Алена Аршиновапа, Чăваш енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа, Шупашкар хулин пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа пĕрле районсемпе хуласен представителĕсен этнокультура хуçалăхĕсенчен йĕркеленĕ хăйне евĕрлĕ Этноялпа паллашнă. Хăнасене уява Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен тата Беларуçрен килнĕ йăхташсем çăкăр-тăварпа, юрăсемпе кĕтсе илнĕ. Пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявĕ чылая пынă.

 

Шупашкарта – фейерверк фестивалĕ

Икĕ кун хушши, июнĕн 23, 24-мĕшĕсенче, республикăра пурăнакансем тата хăнасем фейерверк уявне курса савăннă. Фейерверксен халăхсем хушшинчи фестивалĕ Шупашкарта улттăмĕш хут иртнĕ.

Июнĕн 23-мĕшĕнче, фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче, конкурсантсем пиротехникăллă шоупа тата визиткăпа паллаштарнă. Тепĕр кунне гала-представленипе савăнтарнă. Республика çыннисем кăмăла кайнă конкурсантшăн интернет урлă сасăлама пултарнă.

Фестивале Шупашкарти, Мускаври, Санкт-Петербургри, Беларуçри тата Украинăри командăсем хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика