Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенкер шуçăм çулĕпе

22 июня 2013 г.

Юрий Айдаш 75 çул тултарчĕ

Çулталăк çурă каялла каланăччĕ: 2013-мĕшĕ культурăллă-литературăллă Вăрнаршăн Юрий Айдашпа Мĕтри Кипек çулталăкĕ пулĕ тенĕччĕ. Ак ĕнтĕ, Çавалкас ÿстернĕ ятлă-сумлă ентешĕмĕрĕн юбилейĕ çитсе те тăчĕ. Юрий Григорьевич – нумай енлĕ талант: поэт, прозаик, куçаруçă, тишкерÿçĕ, çав вăхăтрах обществăпа патшалăх деятелĕ. Вăл республика культурипе искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ, Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен патшалăх премийĕн лауреачĕ, ăна СССР Культура министерствин яла шефа илнĕ отличникĕ ятпа чысланă, Комсомол Тĕп Комитечĕн, парти обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Вулакан Юрий Айдаша унăн вунă кĕнеки тăрăх лайăх пĕлет. Куçарăвĕсем чылай. Çав шутра А.Пушкинăн «Скупой рыцарь» трагедийĕпе С.Есенинăн «Анна Снегина» поэми курăмлă. Хăйне те вырăс, тутар, пушкăрт, венгр, швед, белорус, азербайджан чĕлхисене куçарнă. Вырăсла Мускавра «Круг жизни», Шупашкарта «Холмы России» кĕнекисем пичетленнĕ.

Иван Ивникпе Юрий Айдаш – чăваш тĕнчин уçлăхне Çавалкас кÿнĕ сÿнми çăлтăрсем. Тÿпене маларах улăхнисемпе, хăй хытă хисепленисемпе танлаштарсан, Айдаш хăйĕн лирикин çепĕçлĕхĕпе Ивник «пиччĕшне», философийĕпе Ал. Воробьева питĕ çывăх тесе палăртма пулĕччĕ. Алексей Александрович пĕр каçалăкри «шăлнĕ» поэзипе прозăра пĕр пекех пултаруллă ăнтарнине асăрханă, поэт лиро-эпика енне туртăнать, поэма анлăшĕпе ăсласа шухăшлать, тенĕ. Ю.Айдаш нумай-нумай сăввипе пĕрле кĕтмен çĕртен тенĕ пек «Йĕплĕ роза» тата «Кăнтăр çутипе» повеçсем парнелерĕ. Иккĕшĕ те уйрăмăнах яш-кĕрĕме килĕшнĕччĕ. «Тĕлпулури» «Тăнлатăп чĕрене», «Йÿçĕ пыл» ярăмсем – юрату сăввисем. Поэт чун-чĕрин таппине тăнлать, чун-чĕре тĕрĕслĕх шырать, чăнлăх вутне чĕртесшĕн хĕмленет. Юратупа тĕл пулни – телейпе савăнăç кăна мар. «Çĕрлехи тĕлпулу» поэмăра герой вăрçăра вилнĕ ашшĕпе калаçать. Вăрçă теми сăвăçра халичченех сĕврĕлмерĕ. Ку сăвăсем Ал.Твардовский, Сергей Орлов, Мих.Исаковский çырнисемпе тан чуна çÿçентерсе кисретеççĕ. Сăвăсен иккĕмĕш кĕнекинче («Сăнсем») – çирĕммĕш ĕмĕр таппи. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕç сăваплă, ăна тĕрĕс астуса малалла хăюллăнрах утасчĕ... Виççĕмĕш кĕнекишĕн («Ирхи кÿлĕм», 1979) поэта Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премипе хавхалантарчĕç. Çыннăн, хăйне этем вырăнне хурать-тĕк, «маншăн пулсан – хуткупăс!» текелесе пурăнма юрамасть... Çеçпĕл кăварĕн витĕмĕ вирлĕ виççĕмĕш кĕнекери ярăмсенче.

Ю.Айдашăн çÿл тÿпинчи капмар хайлавĕ – «Атнер». Сăвăлла роман. Онегинла строфа А.Пушкин аллинчипе пĕрех çăмăл вуланать, чарăнмасăр вулама илĕртет. Философилле лирика тыткăна илет. Иртнипе хальхи, юратупа туслăх, ырăпа усал, илемлĕхпе нĕрсĕрлĕх, вăрçăпа тăнăçлăх хăйне майлă энциклопедие пĕрлешнĕ. Ку ĕмĕрти, çак тăрлавсăр саманари пулăм-тăран пирки хальхи Атнерсемпе Илемписем мĕн шутлаççĕ-ши;..

«Сенкерленчĕ те ÿкрĕ шуçăм эп тухас тенĕ çул çине...» Çулĕ çак сăввинчи пекех çутă пултăр поэтăн. Çуралнă кунĕпе юбилейне Вăрнар ентешлĕхĕн çÿллĕшĕпе чăвашлăхăн сарлака анлăшĕнче чыс туса палăртмалла поэтăн.

М.ВАСИЛЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика