22 июня 2013 г.
Чăваш ен республикăн тĕп уявне кĕтсе илме хатĕрленет. Республика кунĕ яланхиллех темиçе куна тăсăлакан пуян программăпа иртмелле. Кăçал уяв мероприятийĕсене Шупашкар хулисĕр пуçне Тăвай районĕ йышăнĕ.
Хамăр районти пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен юрри-ташшипе уява илемлетĕç: вĕсем тĕрлĕ площадкăри концертсенче республика çыннисене тата хăнисене саламлама сцена çине тухĕç.
Республика кунне паллă тунă май июнĕн 24-мĕшĕнче тĕп хуламăрта, авалхи халăх йăли-йĕркине пăхăнса, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ уçăлĕ. Унта хутшăнса пĕрлештернĕ хор йышĕнче Вăрнарти культурăпа кану центрĕн «Тивлет» юрăпа ташă халăх ансамблĕ чăваш юррисене шăрантарĕ. Вĕсемпе пĕрлех Акатуйĕнче «Хăна юррисем» ярăмри хайлавсемпе куракансене Пăваялĕнчи Кудрявцевсен çемье дуэчĕ савăнтарĕ.
Çав кунах Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртекен «Хут купăс кÿнĕ шуйхану» оркестрсемпе халăх инструменчĕсен ансамблĕн республикăри фестиваль-конкурсне хамăр районтан балалайка ăсти Вăрнарти Нина Фирсова хутшăнать. «Тивлет» халăх ансамбльне вара Герман Лебедев тата Филипп Лукин композиторсем çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă юрăçсен коллективĕсен «Тăван çĕршыв юррисем» фестивалĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартма чĕннĕ.